Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Петрова асăнса

Николай Петрова асăнса

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Сăмах май, Николай Петров пирĕнтен виçĕм çул йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех çамрăкла уйрăлса кайрĕ. Вăл чылай çул ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ, каярах шкулта тăрăшнă. Юрлама ăстаскер мĕн çамрăкран Патреккелти халăх хорне çÿренĕ, уйрăм ансамбльте юрланă. Унăн ырă та çутă сăнарĕ, тăванĕсен, тус-юлташĕсен тата ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

«Прогресс» хуçалăхăн садĕнчи кÿлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи тата кÿршĕ ялсенчи çынсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. «Чи нумай пулă тытакан» тата «Чи пысăк пулă тытакан» номинацисенче иккĕшĕнче те Николай Владимирович Петров /Патреккел/ çĕнтерчĕ. Çавăн пекех нумай пулă тытса Николай Дмитриевпа /Патреккел/ Владимир Карсаков /Акчел/ палăрчĕç. Чи вĕтĕ пулă Юрий Павлов /Элекçей Тимеш/ вăлтине çакланчĕ. Пĕрремĕш пулă хуçи Юрий Семенов пулса тăчĕ. Геннадий Воронцов /Патреккел/ пуринчен малтан пăр çинче тăватă шăтăк шăтарса мала тухрĕ. Старт илсе палăртнă вырăна чи малтан çитсе шăтăк шăтарса вăлтана шыва ярса ĕлкĕрессипе çыхăннă тупăшу уйрăмах хаваслă иртрĕ. Кунта чи правурри Юрий Семенов /Патреккел/ пулчĕ. Вĕсене пурне те парнесемпе чысларĕç.

Ăмăртура чи çамрăк тата чи аслă пулăçсене те те уйăрса хăвармарĕç, çавна май Акчелĕнчи Богдан Карсаковпа Патреккелĕнчи Владимир Доброхотов уйрăм призлă пулса тăчĕç. Пулăçсен тупăшăвĕпе пуринчен вăйлă хавхаланакан Александр Львов та парнеллĕ юлчĕ.

Патреккел халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов, Борис Клементьев, Валерий Левый хор членĕсем, Борис Николаев, Александр Шляпин ăмăртăва хутшăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Уçă сывлăшра пиçнĕ пулăпа какай шÿрпине кашниех кăмăлласа астиврĕ.

Пулăçсен ăмăртăвне Н.Петровăн Александрпа Дмитрий ывăлĕсем, аппăшĕн ывăлĕсем Геннадипе Александр Воронцовсем йĕркелерĕç. Вячеслав Сардаевпа /Акчел/ Александр Чернов /Аслă Елчĕк/ çĕнтерÿçĕсем валли хаклă парнесем уйăрчĕç, пулăçсем хăйсем те пулăшуран аякра юлмарĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: ăмăртăва хутшăннисен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code