Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

«Награда хуçине тупрĕ»

Тăван çĕршывăн Аслă вăçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине халалласа пĕтĕм Раççей шайĕнче «Аслă Çĕнтерĕвĕн паттăрĕсене – мухтав» ятпа конкурс иртнĕ.

Конкурса тăратнă 5000 ĕçрен 710-шĕ тĕрлĕ номинацире çĕнтернине палăртнă.

Çĕнтерÿçĕсен йышне Елчĕкри культурăпа кану центрĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ Валентина Портнова кĕнине палăртма кăмăллă. Вăл конкурса «Награда хуçине тупрĕ» ĕçпе хутшăнса 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çемьесенче пулнă

Çитĕнекен ăрăва хÿтлĕхре упрасси, вĕсен прависене хÿтĕлесси – аслисен тĕп тивĕçĕ.

Елчĕк район прокурорĕ Сергей Фирсов, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, опека тата попечительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист эксперчĕ Ирина Алексеева тăлăх ачасене хăйсен хÿтлĕхне илнĕ çемьесенче пулнă, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.

Ачасемпе курнăçнă май вĕсем çемьесене тивекен çăмăллăхсем пирки те каласа кăтартнă, кĕçĕннисене хăйсен ирĕкĕсемпе прависем, тивĕçĕсем пирки ăнлантарнă, киревсĕрлĕхрен упранмалли пирки каланă.

Удостоверени илнĕ

Нумай ачаллă çемьесене ятарлă удостоверенипе тивĕçтерес ĕç малаллах пырать.

Елчĕк район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай паянхи кун тĕлне çакăн евĕр 204 çемьерен заявлени йышăннă, вĕсенчен 182-шне удостоверенипе чысланă. Çак документа 3 çула параççĕ, ăна малалла тăсас тесен асăннă пая кирлĕ хутсемпе пымалла.

Сывлăх сунар!

Тыл ĕçченĕсене сумлă юбилейсемпе чысласси çирĕп йăлара.

Çак кунсенче Тĕмер ялĕнчи Петр Семенович Уткин 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Ăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин, культура ĕçченĕсем саламланă.

Петр Семенович пурнăçне ятпа-сумпа пурăнса ирттернĕ. Тăван колхозра заправщикра, кочегарта, платникре тăрăшнă, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашать. Мăшăрĕпе Пелагея Васильевнăпа 6 ача çитĕнтернĕ вĕсем, халĕ 8 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code