Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шучĕшĕн мар, пахалăхшăн

Шучĕшĕн мар, пахалăхшăн

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ÿсекен курăксене утăлăх çулма тухнă.

Ĕнер – ĕçе пикеннĕ кунхинех хуçалăх ертÿçин çумĕпе Олег Карсаковпа пĕрле хире çитсе куртăмăр. Владислав Изратовпа Василий Сусметов вара чи малтан 150 гектар йышăнакан лаптăкри костерпа люцерна хутăшне çулма хушу илнĕ. Виççĕмĕш çул усă куракан анари курăк тĕлĕнмелле парка та хÿхĕм çитĕнет! Ахальлĕн çапла пулас çуках, çуркунне пĕтĕм лаптăка азотлă удобренисемпе апатлантарнă.

– Пучахлă курăксене çулмалли чи лайăх вăхăт çитрĕ. Ав, курăр, люцерна – папкара. Чечек çурăлсан çулнă курăкра протеин хисепĕ кашни кун 0,25-0,4 процент таран чакнине шута илсен, ăна паянах, пĕр кун кая юлмасăр çулмалла, – тет çĕр ĕçне витĕр пĕлекен специалист-агроном. Сахăр хисепĕпе тата белокпа пуян костерпа люцерна хутăшĕнчен хатĕрленĕ паха утă рациона шайлашуллă йĕркелесе пыма та май парĕ. Çак лаптăкран фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 300 тонна утă пухса кĕртмелле.

Сăмах май, хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 700 гектар шутланать. Çав шутран 50 гектарне выльăхсене çулса çитерме уйăрнă. Пĕрремĕш хут çулакан 546 гектар çинчен 3500 тонна сенаж хатĕрлемелле, 20 гектарне вăрлăхлăх уйăрнă, 150 гектарĕ, палăртрăмăр, утăлăх.

Хуçалăх çулран-çул лайăхрах, ĕçе меллĕ йĕркелеме вĕренсе пынине те палăртмаллах. Малтан курăксене çулнă чухне КСУ агрегатпа усă курнă пулсан, халĕ вĕсене КРН йышшисемпе улăштарнă. Халĕ малтанхи валсем вырăнне пĕр тикĕс паккуссем выртса юлаççĕ – курăк хăвăрт типнĕрен ăна маларах пухса кĕртеççĕ.

Шучĕшĕн мар, пахалăхшăн ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр вăхăтрах уй-хире тислĕк кăларас ĕçе те анлăн йĕркелесе янă.

– Кашни çул 5000 тоннăран кая мар органика хыватпăр. Сенаж хатĕрлеме тухиччен ĕçе вĕçлетпĕр те, – терĕ Олег Карсаков. Кунта вăй хуракансене вара ятран аса илчĕ. Валерий Софроновпа Вячеслав Абрамов, Анатолий Емильев механизаторсем тислĕке тиесе купаланă, Гавриил Жирновпа Леонид Головин, Николай Головинпа Алексей Перцев, Василий Перцевпа Олег Зайцев тата Алексей Васильев хире турттарнă çĕрте тăрăшаççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Председатель çумĕ Олег Карсаков /сылтăмри/ Владислав Изратов ĕçĕпе кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code