Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Спорт комплексĕ

хута кайнă Тăрăм ялĕнчи Тĕп урамра.

Тĕрлĕ тренажерпа пуян комплекса «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа йĕркеленĕ. Ăна тума 840 пин тенкĕ тăкакланă. Унта халĕ ачасене çеç мар, çитĕннисене те куллен сывлăха çирĕплетме майсем çителĕклех.

Спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă çакнашкал комплекса Аслă Таяпара, Курнавăшра та ĕçе кĕртнĕ.

Автопарк çĕнелет

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул автопаркĕ çĕнĕ автобуспа пуянланнă.

Техникăн та ĕмĕрĕ вĕçĕмсĕр мар: кивелсен – улăштармалла. Вĕренекенсен хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă-çке вăл. Çакна шута илсе шкула çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ. «ПАЗ» автобуспа малашне 22 ачана куллен пĕлÿ çуртне турттарĕç.

Анна аппа – 95 çулта

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анна Смирнова хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тунă.

Анна Павловна вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр тапхăрсене чăтса ирттернĕ, ял хуçалăх производствине хастар хутшăннă. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл паян та ĕçсĕр лараймасть. Чăх-чĕп пăхать, кил-тĕрĕшри ытти ĕçпе аппаланать. Сумлă çула çитнĕ ветерана Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Лариса Ильина саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Саламĕпе паллаштарнă, хаклă парнепе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code