Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Наци музейне чĕнеççĕ

Ачасене мĕнле кăсăклантармаллине пĕлменнисене Чăваш наци музейĕ ырă хыпарпа савăнтарать.

Çурла уйăхĕнче ачисемпе ашшĕ-амăшне пултарулăха аталантарма пулăшас тĕллевпе виртуаллă занятисем иртĕç. Вĕсене музейĕн «Контактра» тата «Фейсбук» социаллă сетьсенчи ушкăнĕсене вырнаçтарĕç. Ирттерме палăртнă ăсталăх класĕсем: «Акварель палитри» ÿнер студийĕ, «Çутă пÿлĕм» пултарулăх мастерскойĕ, нумай пĕлме пулăшакан ÿкерÿ.

Бронза медаль çĕнсе илнĕ

Кăçал ăнланмалла сăлтава пула çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртмелли Мускав çурма марафонне çурла уйăхĕн 2-мĕшне куçарнă.

Чăваш Ен спортсменки, Олимп вăййисенче икĕ хутчен бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова асăннă çурма марафонра финиша виççĕмĕш çитнĕ. Вăл 21,1 километрлă дистанцие 1 сехет те 12,25 минутра парăнтарнă.

ЧПУ команди палăрнă

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пĕрремĕш канал КВН премьер-лигин финалĕн 1/4 пайне кăтартнă.

Телекурав вăййине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Пирĕн ентешсемпе Дон çинчи Ростов, Тверь, Тула, Мурманск тата Украинăри Ровеньки хулисен пултарулăх ушкăнĕсем тупăшнă. ЧПУ команди авăн уйăхĕнче ирттерме палăртнă çурма финала тухнă.

«ВелоСириуса» йыхравлаççĕ

«Сириус» вĕренÿ центрĕ Раççей велосипед спорчĕн федерацийĕ тата Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕ «ВелоСириус» онлайн мероприяти ирттереççĕ.

Чăваш Енре пурăнакансене те акцие хутшăнма йыхравлаççĕ. Ун валли velosirius.ru сайтра регистрациленмелле, велосипедпа паркра, вăрманта, хулара е кăсăклă ытти вырăнта ярăнмалла, çакна çирĕплетсе «Инстаграм», «Контактра» е «Фейсбук» социаллă сетьсене #велосириус2020 хэштегпа сăн ÿкерчĕк е видео вырнаçтармалла, велоистори пирки ыттисене каласа кăтартмалла. Акцие хутшăнакансенчен кашниех электрон сертификатлă пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code