Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Этем кун-çулĕ çырăнса пырать

Этем кун-çулĕ çырăнса пырать

Ĕнер ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тунă.

Районти ЗАГС пайĕн тĕп тĕллевĕ – граждансен акт лару-тăрăвне патшалăх регистрацийĕ тăвасси. Надежда Баймушкина ертÿçĕпе Валентина Спиридонова тĕп специалист-эксперт ку ĕçре чылай çул тăрăшаççĕ, хăйсен тивĕçне лайăх пĕлсе тĕплĕ пурнăçласа пыраççĕ. Валентина Георгиевна сăнне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Кăçал ЗАГС пайĕнчи мĕнпур акта, 1926 çултан пуçласа 2015 çулччен, патшалăхăн пĕрлехи реестрне кĕртсе пĕтернĕ. Юлашки çулсенчи граждан тăрăмĕн акчĕсем вара тÿрех пĕрлехи реестрта упранаççĕ.

Кунта кашни çыннăн кун-çулĕ çырăнса пырать.

ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 11 уйăхра районта 79 ача çуралнă, 370 çын çĕре кĕнĕ, 39 çемье чăмăртаннă, 20 çемье уйрăлнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Баймушкина Элекçей Тимешри М.Никитина ача çуралнине регистрациленĕ документа парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code