Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхă пулни кирлех

Сыхă пулни кирлех

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕ ялан тимлĕхре пулмалли объект.

Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе. Çĕршывра ваттисен çурчĕсенчи пысăк çухатусемпе çыхăннă синкерлĕ тĕслĕхсем асăрханулăха куллен ỹстерме хистеççĕ мар-и? Çакна мала хурса асăрхав-тĕрĕслев органĕсем те пирĕн патăмăрта час-часах пулаççĕ.

Пушар асăрхавĕн тата профилактика ĕçĕсен Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертỹçи Василий Григорьев тата округри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Владимир Федоров çак кунсенче пулнă май, кунти пĕтĕм йышпа инструктаж ирттерчĕç. Огнетушительпе мĕнле усă курмаллине те ăса хыврĕç ватăсем.

Чăн та, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене яланах мала хуратпăр. Пушар сỹнтермелли хатĕрсене, эвакуаци çулĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, огнетушительсене вăхăтра заправка тăвасси, приборсен юсавлăхне тĕрĕслесси, паллăсене çĕнетесси — сахал-им тумалли ĕç. Асăннă темăпа ятарлă стенд та хатĕрленĕ эпир.

Пушар çăмăлттайлăха каçармасть. Çавăнпа ку тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелени тата сыхă, асăрхануллă пулни кирлех.

Антонина ОСИПОВА,
стационар заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code