Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр ĕçре — 50 çул

Пĕр ĕçре — 50 çул

Сăн ỹкерчĕкре — Чăваш Тăрăм ялĕнчи Валерий Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче водитель пулса тăрăшакан Валерий Антонов.

Çак вăхăтченех вăл хăйĕн пурнăçĕнче суйласа илнĕ пĕр ĕçре тăрăшать. Водитель профессине те, чăннипех, чун ыйтнипе пурнăçланине ыттисем те çирĕплетсех калама пултарĕç. Унсăрăн, улшăнмасăр пĕр ĕçре 50 çул тытăнса тăраймăнах. Тинех тивĕçлĕ канура пулин те, ĕçлеме пăрахасси пирки те хальлĕхе шутламасть вăл.

Валерий Антонов ĕмĕрĕ тăршшĕпех вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçленĕ, малтан — К.Маркс ячĕпе хисепленекен, «Авангард» хуçалăхсенче, халĕ — фермер патĕнче. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи те унăн ĕçĕпе питĕ кăмăллă:

— Ăна кирек хăш ĕçе те шанма пулать, хăйне çирĕплетсе панă автомашинăна та яланах юсавлă, тирпейлĕ тытать. Кирек хăш ĕçре те пуçаруллă, теветкеллĕ, — тет Валерий Смирнов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code