Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» иртнĕ

«Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» иртнĕ

Республика шайĕнчи «Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» проектпа килĕшỹллĕн Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче муниципалитет округĕнчи шкулсенчи актив хутшăннипе «Класри тĕл пулусем» ятпа мероприяти иртрĕ.

Мероприятие шкулсенчи актив представителĕсем, мĕнпур енĕпе — пултарулăх, ăс-хакăл тĕлĕшпе илсен хăйсен хастарлăхĕпе палăрса тăракансем, пурĕ 100-е яхăн вĕренекен, хутшăнчĕç. Округри 8 шкултан килсе çитнĕ вĕренекенсене Виктория Квасова президент тата шкулти ытти активистсем кĕтсе илчĕç.

Вĕренекенсене республика шайĕнчи обществăлла пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнма хавхалантаракан çак мероприяти нумайлăха асра юласси те паллă пулчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсене юрланă хыççăн унта хутшăннисен умĕнче М.Чернова куратор тата шкул директорĕ Д.Турхан тухса калаçрĕç.

Мероприятин тĕп пайĕ 6 площадкăра иртрĕ, вĕсенче ĕçпе хавхаланнă, çакна кура хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне çитĕнекен ăру патне çитерессишĕн ăнтăлакансем, мал ĕмĕтлĕ те хастар çынсем ĕçлени уççăнах палăрчĕ.

Мероприятие шкулсенчи воспитани енĕпе ĕçлекен советниксем, çавăн пекех хăнасем те (искусство шкулĕн директорĕ — К.Васильева, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксен енĕпе ĕçлекен советникĕ М.Вастулова, Чăваш наци телевиденийĕн аслă редакторĕ Ю.Адюкова, Р.Кутырева профессиллĕ фотограф, «Движение Первых» ĕçне йĕркелесе пыракан специалист Т.Смирнова ) хутшăнчĕç.

Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май пархатарлă ĕçшĕн спикерсене хавхалантарчĕç — вĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç.

«Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» массăллă флешмобпа вĕçленчĕ.

А.ИВАНОВА,
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕн советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code