Чăваш Енре наркомани чирĕпе аптракансен йышĕ юлашки 5 çул хушшинче Раççейринчен аяларах тăрать. Лару-тăрăва тимлĕхре тытас ĕçсен шутне Республикăри наркодиспансерăн централизациленĕ химипе токсикологи лабораторийĕн ĕçне йĕркеленине кĕртмелле. Çакă тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илекен наркоманипе чирлĕ çамрăксен чирĕн пуçламăш тапхăрне палăртма пулăшать. Унсăр пуçне наркологи пулăшăвне тата социаллă реабилитаци тытăмне лайăхлатни наркоманипе чирлекенсен пысăк пайне сиплевпе тивĕçтерме май парать.

