Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв инкек ан кÿтĕр

Шыв инкек ан кÿтĕр

Шыва кĕни организмшăн питĕ усăллă. Ишме пĕлекен çын шывра хăйне пулă пек туять, çапах унăн та асăрханулăх çинчен самантлăха та манса каймалла мар.

Шел пулин те, шывра инкек тÿсекенсен йышĕнче аслисем те, ачасем те пур. Çавăнпа та асра тытар: шыв шÿте юратмасть, унăн турачĕ çук. Çакна тĕпе хурса аслисен, ашшĕ-амăшĕн кану вăхăтĕнче тĕпренчĕкĕсене куçран вĕçертмелле мар. Çыран хĕрринче ачасене нихăçан та пĕччен е тус-юлташĕпе кăна ан ярăр. Çавăн пекех пĕве тата çырма хĕррисенче выляса çÿрекен ачасене курсан та аякран ан иртĕр. Вĕсене шыв хĕрринчен хăрушлăхсăр вырăна илсе кайăр.

Çуллахи вăхăтра нумайăшĕ тĕрлĕ çĕре канма кайма юратать. Унта вара шыва кĕмесĕр ниепле те чăтса тăраймăн. Уйрăмах шăрăх та пăчă çанталăк юхан шыв, пĕве, кÿлĕ, аякри тинĕс хĕррине васкаттарать. Ун пек чухне вара шыва чăмса тухса кĕлеткене тăтăшах уçăлтарас килет. Канма кайсан шывра тата çыран хĕрринче харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен манмалла мар. Тĕрлĕ лару-тăрура хăрушсăрлăха пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, хăш-пĕр чир-чĕре пула шыва кĕме юрамасть. Çавăнпа та ăçта та пулин шыва кĕме кайма е канма палăртиччен малтан тухтăрпа канашласа илĕр.

Иккĕмĕшĕнчен, шыва кĕмелли вăхăтсем ирхине 9 сехетрен пуçласа 11-ччен, каçхине 17-19 сехетчен шутланаççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, апатланнă хыççăн тÿрех шыва кĕме юрамасть, 30 минут е пĕр сехет тăхтамалла. Автотранспорт çинче тарласа, ывăнса пынă хыççăн та тÿрех шыва сикме юрамасть. Шыва ятарлă вырăнсенче кăна кĕмелле. Енчен те палламан çĕрте шыва кĕрес тесен малтан тарăнăшне, çыран хĕрринче тата шывра кĕленче ванчăкĕсем, çÿп-çап выртманнине тĕрĕслĕр. Шывра выляма ан тăрăшăр. Ишнĕ вăхăтра кĕтмен-çĕртен урана шăнăр хуçлатрĕ-тĕк тÿрех пулăшу ыйтăр. Эрех-сăра сыпнă хыççăн ÿсĕрле шыва кĕме ан кайăр. Кун пек чухне инкек юнашарах çÿренине асра тытăр. Шыва кĕни сывлăхшăн усăллă кăна пултăр.

Галина ТЮРИНА,
республикăри медицина профилактики, сывату физкультури тата спорт медицини центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code