Алкоголь продукцийĕпе суту-илỹ тăвакан организацисене пĕлсе тăма: майăн 24-мĕшĕнче — округри вĕренỹ организацийĕсенчи юлашки шăнкăрав кунĕ, йĕркелĕхпе сыхлăх ыйтăвĕсене шута илсе, эрех-сăра сутма чараççĕ.
Çирĕп йĕрке иртнĕ çулсенчен тытăнсах йăлана кĕнĕ. Енчен те алкоголь продукцийĕпе суту-илỹ тăвакан организацисенче çак кун йĕркене пăсни тĕслĕхĕсене курсан, асăрхасан округ администрацине — 2-53-15, вырăнти полици уйрăмне 2-50-02 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

