Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асаплă çухату (пурнăçри ỹкерчĕксем) 

Асаплă çухату (пурнăçри ỹкерчĕксем) 

Мĕншĕн çапла килсе тухрĕ? Çак ыйтупа асапланчĕ Инга. Икĕ аллипе пуçне тытса пĕтĕм кĕлеткипе пусăрăнса, куçĕсемпе пĕр вырăна тĕллесе вăрахчен ларчĕ хĕр. Юлашки кунсенче ыррăн çывăрманран куçĕсем шала путса кĕнĕ. Чĕри çулăмсăр вутпа çуннăран сывлăшĕ вĕри тухрĕ.

Ĕнер чи çывăх та хаклă çыннине — амăшне пытарчĕç вĕсем. Мĕн пĕчĕкрен амăшĕ анчах мар, ашшĕне те улăштарнă, çывăх юлташ вырăнĕнче пулнă этеме çухатнинчен пысăкрах хуйхă урăх çук. Вăл ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупни Ингăн чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ. Пĕвĕпе çỹллех мар, имшер те йăваш, ăш пиллĕ те ырă чунлăскер ниепле те пуçран тухмасть. Ĕнер тупăкĕ çине тăпра сапса çĕрпе варса хучĕç пулсан та амăшĕ яланлăха уйрăлса кайнине ниепле те ĕненес килмерĕ.

Шутсăр ĕшеннĕрен Инга ларнă çĕртех тĕлĕрсе кайрĕ, тĕлĕк курчĕ. Хулара вĕренекен Инга канмалли куна киле таврăннă пек. Амăшĕ ĕçрен таврăнчĕ те алăка ерипен уçрĕ. Унăн сăнне курсан хĕр савăнса амăшне хирĕç чупрĕ, ыталас тесе аллисене тăсрĕ. Анчах мĕн амакĕ ку? Амăшĕ каялла чакрĕ те сывлăша çĕкленчĕ. Пĕрре те калаçмасть хăй. Тимлĕ куçĕсенче куççỹлĕ йăлтăртатать. Хăраса вăранса кайрĕ тĕлĕрнĕскер. Алăк енне тĕсесе пăхрĕ. Амăшĕ кĕрессе кĕтрĕ. Калăхах…

Тепĕр кунне Инга сумкине тирпейлерĕ, кирлĕ япаласене чикнĕ май инçе çула пуçтарăнчĕ. Аслă шкулта вĕренекенскерĕн кĕçех хĕллехи сесси пуçланĕ. Çавна май экзаменсене хатĕрленмелле. Пурнăçра пĕрремĕш хут аякри çула амăшĕ ăсатмарĕ хĕре. Ырă çул пиллесе, Турăпа пĕрле пулма сĕнсе, ачашшăн чуп туса ĕçпе пиçĕхнĕ аллисене темчченех суллатчĕ. Ара, çапла пулмасăр. Амăшĕ вĕт. Варĕнче ỹтлентерсе, кăкăр çитерсе, сăпка юрри юрласа, куçсене упранă евĕр асăрхаса ỹстерет мар-и тĕпренчĕкне кашни амăшĕ? Инга та сăрта улăхса хăпаричченех çаврăна-çаврăна пăхатчĕ. Халĕ те çаврăнса пăхрĕ, анчах та тунсăхлă пỹрчĕсĕр пуçне нимĕн те курмарĕ.

— Мĕн, эсĕ те пăрахса каятăн-им ĕнтĕ мана? — тенĕнех туйăнчĕ вăл.

Хăй вăхăтĕнче ачасен хавас сассипе кĕрленĕскер ытла та кичеммĕн курăнчĕ. Çул тăрăх куççуль юхтасрса утрĕ пике. Унтан кỹршĕ ялти аппăшĕ патне кĕчĕ. Вăл икĕ çул каялла çак ялти пĕр йĕкĕтпе çемье çавăрнă та кунтах тĕпленнĕ. Надьăна ыталарĕ те хĕр, ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Тăвăлса килнĕ чунне çывăх çынпа лăплантарчĕ çапла. Каярах çывăракан шăллĕне пит çăмартийĕнчен ачашшăн чуп турĕ те хулана çул тытрĕ.

Тăнкăр-тăнкăр, тăнкăр-тăнкăр… Пуйăс кустăрмисем такăртатăнăран хăлхара пĕр сас. Çул хĕрринчи çуртсем, йывăç-тĕмсем мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ.

Ашшĕсĕр çитĕнчĕ виçĕ ача. Инга икĕ çулта чухне сарăмсăр вилĕме пула пурнăçран уйрăлнă вăл.

— Санра аçу характерĕ, — тетчĕ ăна амăшĕ тăтăшах.

Çирĕп кăмăл-туйăмлă, ума лартнă тĕллеве кирек хăçан та пурнăçлама пултаракан, йывăрлăх умĕнче нихăçан та пуçне усман Инга яланах хăйшĕн хăй тăма, хăйне хỹтĕлеме пултарчĕ. Питĕ тăнлăскер шкулта та лайăх вĕреннĕ, университетра та аван ĕлкĕрсе пырать. Ашшĕ таврари ăста художник пулнă тет. Инга та лайăх ỹкерет. Çывăх çынсен сăнне хут çине куçарасси кăткăс мар уншăн. Амăшĕ Ингăна ытти ачисенчен тата та çывăхрах куратчĕ. Тен, характерĕпе те, сăнĕпе те вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă мăшăрне аса илтернĕрен-ши?

Чĕрепе аптăрасах тăракан амăшĕ хĕрне пĕринче чирĕ ытла та шала кайнине пĕлтерчĕ. «Операци тумасан тепĕр çултан ытла пурăнаймăн», — тенĕ ăна тухтăрсем. Маларах хулари тухăтăрсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ хыççăн Инга пĕр тĕллев лартнă — амăшне операцие илсе каймаллах. 80 çулхи кинеми те асăннă операцие çăмăллăн тỹссе ирттернĕ терĕç тухтăрсем, эппин 45-ри амăшĕ тỹсĕ.

Чи çывăх çыннине пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм тума хистерĕ хĕрĕ, ырра шанма хушрĕ. 

-Эсир ура çине тăтăр. Алюш ывăлăма пăхса ỹстересчĕ, — терĕ вăл хĕрне.

Операци йывăр иртрĕ. Этем пурнăçне çăлса хăварас тесе тухăтрсем нумай тăрăшрĕç. Инга çак вăхăтра ниçта пăрăнмасăр, ăша пĕр чĕптĕм çăкăр ямасăр кунĕпе тата çĕрĕпе больница алăкĕ умĕнче ларчĕ. Операци ăнăçлă вĕçленчĕ. Амăшĕ тăна кĕрсен çиçĕмрен хăвăрт тенĕ пек палатăна чупса кĕчĕ хĕрĕ, савнă çыннăн аллине хыттăн-хыттăн чăмăртарĕ.

Тепĕр кунне те вĕренỹ хыççăн тỹрех больницăна васкарĕ. Амăшĕ хăйпе калаçма пуçласан савăнăçне ниçта хума пĕлмен пике çапла каларĕ: 

-Хăрушлăх хыçалта, аннеçĕм. Тавах сана, тавах пуриншĕн те. 

— Ах, сывлама кансĕр мана, хĕрĕм, — теме çеç пултарчĕ амăшĕ. Унтан аллине чĕри тĕлне тытса куçĕсене хупрĕ. 

-Сестра, сестра! — пур вăйĕпе кăшкăрса коридора вирхĕнсе тухрĕ хĕр.

Пĕр самант пĕр ĕмĕр пек туйăнчĕ Ингăна. Сестрасем амăшне реанимаци уйрăмне илсе кайрĕç. Урăх нихăçан та курмасла тилмĕрсе пăхрĕ ун çине Нина аппа. 

-Ах, Алюша курасшăнччĕ те… — çаксем унăн юлашки сăмахĕсем пулчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code