Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансем сывă пурнăçшăн

Ветерансем сывă пурнăçшăн

«Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче районти ĕçпе вăрçă, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерсен/ ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăна Космонавтика кунне тата Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, чăвашсен паллă летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ.

Турнира хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, ветерансен районти канашĕн председателĕ Л.Зайцева тата ыттисем саламланă, ăмăртусенче ăнăçу суннă.

Ял тăрăхĕсен, сывлăх ушкăнĕн командисем пăшалтан тĕл перессипе, дартсла тата волейболла выляссипе тупăшнă.

Дартспа О.Левая, Н.Малышкин /Елчĕк ял тăрăхĕ/, М.Скворцов /Кĕçĕн Таяпа/, И.Аникина /Сывлăх ушкăнĕ/, О.Фомина /Курнавăш/, Л.Князев /Лаш Таяпа/ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.

Пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе В.Князевăпа /Лаш Таяпа/ И.Бобров /Елчĕк/ мала тухнă. В.Николаева /Кĕçĕн Таяпа/, П.Попов /Лаш Таяпа/ иккĕмĕш, З.Васильева /Елчĕк/, А.Константинов /Курнавăш/ виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Волейболистсен ăмăртăвне курма уйрăмах кăмăллă пулнă. Пĕрремĕш вырăнта – Аслă Пăла Тимешсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Курнавăшсемпе сывлăх ушкăнне çÿрекенсем.

Командăсенчен пĕрремĕш вырăна пĕлтĕрхи пекех Елчĕк ял тăрăхĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем – Сывлăх ушкăнĕпе Курнавăш ял тăрăхĕ.

Ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене медальсемпе, грамотăсемпе чысланă. Ăна йĕркеленĕ çĕрте ветерансен канашĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕн Н.Павловăн тÿпи пысăк. Николай Христофоровичăн çемйи /пурте пĕлетпĕр, офицерсен çемйи/ спонсорла пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă ертÿçĕсем – Р.Молодова, З.Яковлева, И.Аникина, Е.Михайлова ырă ята тивĕçлĕ.

Районти ветерансем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Сывă пурнăçшăн кар тăраççĕ ватлăх мĕнне пĕлмен аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисем.

Л.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code