Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтисене – ят-сум

Малтисене – ят-сум

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Победа» ООО çĕнтернĕ, куçса çÿрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 8 процент ÿстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 98 центнер аш-какай, 1115 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6105 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра 942-шер грамм ÿт хуштарнă.

2.Фермăсен коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çĕнтернĕ, дипломсем парса чыс тунă.

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативăн Çĕнĕ Пăвари ĕне фермин коллективĕ. Кунта 9 уйăхра кашни ĕнерен 5224 килограмм сĕт сунă.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Патреккелти сысна фермин коллективĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кунта самăртма хушнă ушкăнри сыснасене ытларах ÿт хуштарнă, вĕсем пĕр талăкра 742-шер грамм ÿт хушнă.

3. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ хастарсене Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Алина Анатольевна ЯКОВЛЕВĂНА, «Победа» ОООри ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 9180 килограмм сĕт сунă.

Раиса Владимировна ДМИТРИЕВĂНА, «Победа» ОООри пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1251 грамм ÿт хушнă.

Алина Владимировна ПЕРЦЕВĂНА, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи мăйракаллă шултра выльăх самăртакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă мăйракаллă шултра выльăхсене пĕр талăкра 1100-шер грамм ÿт хуштарнă.

Татьяна Геннадьевна ДАНИЛОВĂНА, акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 742-шер грамм ÿт хушнă.

Феодосия Семеновна КРАСИЛЬНИКОВĂНА, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна çăвăрлаттаракан оператора. Вăл кашни тĕп амаран 21 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code