Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вунă районтан – иккĕмĕш

Вунă районтан – иккĕмĕш

Иртнĕ шăматкун Вăрнар районĕнче ГСВГ-ВД ветеранĕсен республикăри тăваттăмĕш спартакиади иртрĕ.

Ăмăртăва сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан вунă районти пăхаттирсем хутшăнчĕç.

Спорт вăл çынна йĕркене вĕрентет, унăн çĕнтерес кăмăл-туйăмне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма хăнăхтарать, ÿт-пĕве пиçĕхтерет, ырăлăх çуратать, вăй-хал кÿрет. Ĕнерхи салтак службăра тăнă вăхăтра ушкăн хăватне лайăх ăнланнă. Вăл мĕн ватăличчен çарта пулнă кашни çын асĕнчен каймасть.

Салтак яланах салтак тенĕ евĕр, хальхинче ГСВГ-ВД ветеранĕсем спортăн тĕрлĕ енĕсемпе вăй виçрĕç. Эстафета чупасси те çăмăл мар, çарти услови евĕрех: вăхăтпа автомат пуçтармалла, ун хыççăн тĕрлĕ чăрмавсем витĕр чупса тухмалла, пăшалтан тĕл пемелле, йывăр япаласене вырăнтан куçармалла, противогаз тăхăнса чупмалла. Ку ăмăртăва Владимир Анисимовпа Юрий Петров хутшăнчĕç, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Канат туртассипе Елчĕксене çĕнтерекенсем пулмарĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Дамир Валеев /60 çулчченхи ÿсĕмре/ иккĕмĕш, Валерий Мясников /60 çултан аслăрах/ виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Çавăн пекех Анатолий Николаев, Анатолий Анисимов, Валерий Соколов командăна паха очкосемпе тивĕçтерчĕç. Çапла вара пирĕн команда иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Ĕнерхи салтаксене ăмăртăва кайма автобус парса пулăшнă халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен центр ертÿçине Евгения Михайловăна тав тăватпăр.

Н.ПАВЛОВ,
ГСВГ-ВД ветеранĕсен районти организацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code