Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ыйхă килмест… Мĕн тумалла?

Ыйхă килмест… Мĕн тумалла?

Çак ыйтупа пулчĕ ман патăмра йышăнура вăтам çулхи арçын.

…Ялта колхоза пĕтерчĕç, фермăсене салатса кÿршĕ республикăна пĕр кирпĕч юлмиччен пуçтарса кайрĕç. Мускава çÿрекенччĕ, коронавирус тесе киле ячĕç. Хамăр пахчара ÿстернĕ пахча çимĕçĕ хĕл каçма çитĕ-ха… Ачасене ура çине тăратмалла-çке. Ĕç çукки пăшăрхантарать. Çĕрле вăранса кайсан – çывăрса кайма шухăшсем чараççĕ, эмелсем илме те укçа кирлĕ. Килти, çут çанталăкри курăксемпе сипленмелли майсем тупма çук-ши?

Эпир, тухтăрсем, канаш анчах пама пултаратпăр. Чи малтанах шутласа анализ туни вырăнлă. Сире çирĕп çывăрма мĕн чăрмантарать? Мĕнле чирпе чирлетĕр эсир? Кун каçиччен ытлашши ĕçлесе ывăнман-и? Мĕнле апат çинĕ – пахалăхĕ çителĕклĕ-и?

Çывăрнă чухне час вăранатăр пулсан 17 сехетрен вара чей е кофе ĕçме кирлĕ мар. Пуç айне хунă минтер çÿллĕ ан пултăр, янах кăкăр çине лексе сывлама чăрмантарать. Минтер аялтарах вырнаçнă пулсан мăй шăммисене ыраттарать, кăпăшка минтер вара пуçа тарлаттарать. Ыйхăн пахалăхне уйрăм минтер ăшне тĕрлĕ курăксем /пĕтнĕк, герань, душица, лавр, роза чечекĕн çулçи, хыр йĕппи/ хуни вырăнлă. Паллах, хăвăра юрăхлисене кăна суйласа илмелле. Çавăн пекех хăмла папакĕсенчен уйрăм минтер çĕлени те вырăнлă. Çывăрас умĕн 30-40 минут урамра уçăлса çÿрени пысăк пĕлтерĕшлĕ – ыйхă тарăнрах пулĕ. Каçхине чÿрече форточкисене уçса пÿлĕме уçăлтарăр. Çывăрас килнĕ чухне кăна выртăр.

18 сехетрен вара йывăр ĕçсене ан ĕçлĕр. Килте ванна пур пулсан вĕри шыв çине 5-6 тумлам апельсин сĕткенне е пĕтнĕк çупкамне ярсан усси пулĕ, ыйхă канлĕ килĕ, çывăрма кăмăллă пулĕ. Ванна çук пулсан таз çинчи вĕри шывра урăрсене ăшăтăр та çăм нуски тăхăнса çывăрма выртăр.

Çывăрма выртас умĕн кĕлĕ вулани те канлĕхе ÿстерĕ. Валерианăпа суккăр вĕлтĕрен /пустырник/ таблеткисене ĕçни те лайăх пулăшĕ. Вырăн çине выртсан вара лăпкăн çеç пите, пуçа майĕпен массаж туса илĕр. Мелĕсене вĕренес тесен тухтăртан тĕпчесе пĕлĕр. Вăл интернетра та пур. Типĕтнĕ çулçăсенчен /мелиса, душица, хурăн, ромашка, пĕтнĕк/ пылпа чей ĕçни усăллă. Меслечĕ те, курăксем те чылай – вĕсене пĕлсе, ăнланса, врачпа канашласан кăна сипленмелле. Паллах, йышăнăва килнĕ çынна эпĕ эмелсемпе мĕнле усă курмаллине те ăнлантарса патăм.

Шел, паянхи ТВ передачисенче: «Миг и голова не болит», – тесе çын пуçне, уйрăмах ватăсене, арпаштараççĕ. Çакă тĕрĕс мар. Пурăнма та ăнланса пурăнмалла, сипленес тесен те асăрхануллă пулмалла.

Кĕскен каласан, сире çирĕп сывлăх, тарăн ыйхă сунатăп. Куллен ырă кăмăлпа çÿрер, паян ирхине хĕвел тухнипе, çĕнĕ кун çитнипе савăнса, шанчăка çухатмасăр малалла талпăнар.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code