Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Футбол турнирĕнче

Футбол турнирĕнче

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче юстици лейтенантне Владислав Лепешкина асăнса футболистсен турнирне йĕркеленĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунă 11 командăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, шалти ĕçсен пайĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тата ыттисем саламланă.

Турнирти кашни тĕл пулу пысăк хавхаланупа, çивĕчлĕхпе иртнĕ. Вăйă техникин вăрттăнлăхĕсене пĕлсе те туллин усă курнисем, пĕр-пĕрне лайăх ăнланса тупăшнисем вара финала çитнĕ. Унта Патăрьел районĕнчи «LAVA» тата Шупашкар хулинчи «ОМОН» футбол клубĕн спортсменĕсем тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿ 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Командăсем пĕр пек очко пуçтарнă. Патăрьелсем, вăйăсенче ытларах мечĕк тапса кĕртнĕрен, çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ.

Турнир пĕтĕмлетĕвĕнчи чыславра яланхилле 1-3 вырăнсене йышăннă командăсене çеç мар, тăваттăмĕшне те, «Кушкă» командăна та «манса» хăварман. Çÿлерех асăннă коллективсене тата 3-мĕш вырăна тухнă «Лаш Таяпа» командăна 12 пин, 9 пин, 7 пин, 5 пин укçан приз панă. Унсăр пуçне – кубоксем, медальсем, дипломсем.

Уйрăмах палăрнă футболистсене те «пайсăр» хăварман. «LAVA» командăри Владимир Лаврентьев «Чи лайăх бомбардир» номинацире çĕнтернĕшĕн сумлă парнене тивĕçнĕ. Çавăн пекех чи пултаруллисен йышне Сергей Пакинов /«ОМОН»/ тапăнса вылякан, Алексей Воронин /«Лаш Таяпа»/ хапхаçă, Павел Зайцев /«Кушкă»/ хÿтĕлевçĕ те кĕнĕ.

4-мĕш турнира çÿллĕ шайра йĕркелеме спонсорсем тата Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă районти моряксен «Морское братство» уйрăмĕ пысăк пулăшу панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code