Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи 29-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Таяпари Борис тата Вадим ГОЛОВИНСЕН ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем республикăри ялсенчи XI спорт вăййисене хутшăнса механизаторсем хушшинче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

