«Ĕçпе хỹтĕлеве — хатĕр!» юхăма аталантарас ĕç Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Çак 2014 çулта вăй илнĕ юхăма паян шкул ачисемпе студентсем, коллективсем хастар хутшăнса ГТО нормисене вăхăтлă пурнăçлаççĕ. Иртĕ çулхи кăтартусене тишкерес пулсан, ку енĕпе Елчĕк районĕ Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртма кăмăллă.
2019 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ Петр Смирнов, директорăн вĕренỹпе спорт ĕçĕн çумĕ Елена Портнова пулчĕç. Вĕсем ГТО нормисене пурнăçланă ĕçченсене ятарлă паллăсем парса чысларĕç. Коллектив ылтăн тата кĕмĕл паллăсене анчах çĕнсе илнине палăртма кăмăллă. Çав шутран Светлана Архипова, Елена Петрова, Оксана Иванова редакторсем, Галина Капсулова менеджер, Владимир Петров водитель — ылтăн, Валентина Кириллова редактор, Ольга Владимирова дизайнер, Зоя Блинова техслужащи кĕмĕл паллăсене тивĕçрĕç. Ĕçченсене çак ятпа Николай Малышкин тĕп редактор ăшшăн саламаларĕ. Сăмах май, спорта пуçĕпех парăннă ертỹçĕ хăй те ГТО нормисене маларах ăнăçлă пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ.