Среда, Август 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Конкурссенче те харсăр

Конкурссенче те харсăр

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», – теççĕ халăхра. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 7-мĕш класра пĕлÿ илекен Игорь Дмитриевпа Денис Герасимов вĕренÿре те, шкул шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисенче те, ĕçре те – яланах малтисен ретĕнче.

Çак харсăр вĕренекенсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçнă май вĕсем чăннипех те пултаруллă та тăрăшуллă пулнине курса савăнтăм. Ачасем конкурссене кĕçĕнренех хастар хутшăнаççĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче Игорь паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалласа ирттернĕ «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне хутшăнса республика шайĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçме пултарнă. Çак çулах проза вулавĕн конкурсĕнче Ольга Туркай çыравçăн «Пахчари çĕмĕрт» прозăллă хайлавне ăста вуласа республика шайĕнче 2-мĕш пулнă.

Юлташсем иккĕшĕ те музыкăна кăмăллаççĕ, çавна пулах Елчĕкри искусство шкулĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи филиалне çÿреççĕ. Сергейпе Ольга Красновсем вĕсен купăспа тата гитарăпа выляс ăсталăхне аталантараççĕ, юрлама хăнăхтараççĕ. Иккĕшĕн те çитĕнĕвĕсем пысăк. Денис Раççей шайĕнчи «Янра, хут купăс» фестиваль-конкурсăн Елчĕкре иртнĕ ăмăртăвĕнче I степень лауреат дипломне çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть Тутар Республикинчи Пăва хулинче иртнĕ халăх инструменчĕсемпе вылякансен пĕтĕм халăхсен хушшинчи фестиваль-конкурсĕнчен I степень лауреат дипломĕпе таврăннă. Çак тупăшăва унăн аппăшĕ – 11-мĕш класра вĕренекен Ирина та хутшăннă, вăл та çĕнтерÿçĕ.

– Тунтикунхи линейкăра шкул директорĕ Виктор Карчиков Игорьпе Дениса дипломсем парса ĕлкĕреймест вĕт. Тинтерех Елчĕкре йĕркеленĕ «Инструментсемпе выляс пултарулăхăн çамрăк таланчĕсен» 5-мĕш конкурсĕнче арçын ачасем харăсах темиçе номинацире çĕнтерчĕç. «Гитаристсен дуэчĕ» номинацире иккĕшĕ те – 3-мĕш, «Гармонистсен дуэчĕ» номинацире 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак конкурсрах Денис «Хут купăспа уйрăммăн вылякан солист» номинацире 2-мĕш вырăна тухнă. Хушнă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçлаççĕ вĕсем. Мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши тесе ирĕксĕрех тĕлĕнетĕн, – хавассăн та кăмăллăн пĕлтерет вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем пирки Нина Левая педагог – ачасен класс ертÿçи.

Шкул ачисен пултарулăхне хаклакан грамотăсемпе дипломсем, чăннипех те, питĕ йышлă. Пурин пирки çырса та пĕтереймĕн. Çамрăк талантсене малашне те ăнăçупа çитĕнÿсем сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: туссем – Игорь Дмитриев тата Денис Герасимов урокра.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code