2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене çар службине тăратассипе çыхăннă призыв ыйтăвĕсемпе «Хĕрÿ лини» иртет.
Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн сотрудникĕсем призывниксен тата ашшĕ-амăшĕн пур ыйтăвĕ çине хуравлĕç, чăрмавлă ыйтусене татса парĕç.
Шăнкăравсене çак кун 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен 62-34-66 номерлĕ телефонпа йышăнаççĕ.