Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Мĕн вăл остеопороз?

Мĕн вăл остеопороз?

Нумаях пулмасть остеопороз чирĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун иртрĕ.

Ăна 1997 çултан паллă тăваççĕ. Мĕн хистенĕ-ха ăна ятарласа паллă тума? Çак чир тĕнчипе питĕ çивĕч чирсен шутне кĕнĕ. Ун серепине лекекенсен йышĕ çулран-çул йышлансах пырать.

Эпир пурте лайăх пĕлетпĕр, юлашки çулсенче халăхăн пурăнас кун-çулĕ вăрăмланчĕ. Куншăн савăнмалла кăна-ха. Çав вăхăтрах хальччен пĕлтерĕшлĕ пулман чир-чĕр хăй çинчен аса илтерме тытăнчĕ. Вĕсен шутĕнче – остеопороз та. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, унăн палăрăмĕсем 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăмăн тата кашни пиллĕкмĕш арçыннăн пур. Урăхла каласан, Раççейре çак чирпе 10 миллион ытла çын аптăрать.

Мĕнре-ши унăн сăлтавĕ? Тÿрех палăртмалла: хĕрарăмсен çулĕсем иртнĕçемĕн ар органĕсен шайĕ чакать, эстрогенсен çитменлĕхĕ вара остеопороза аталанма витĕм кÿрет. Арçынсен шăммисем малтанах çирĕпрех пулнипе вĕсем çак чирпе сайрарах аптăраççĕ. Унсăр пуçне чылай вăхăт хускалманни, тĕрлĕ чирпе чирлени е хăш-пĕр эмелсемпе нумай вăхăт хушши усă курни шăмăсене вăйсăрлатма пултарать. Кашнийĕн чирлес хăрушлăх пур.

Чир йăх туртăмĕнчен те килет. Яваплă тапхăрсенче – ку вăл çул çитмен ача аталанса пынă вăхăтра, хĕрарăм ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ çулсенче мĕнле пурнăç йĕркине пăхăннинчен тата мĕнле апатланнинчен те килет. Шăмă тĕртĕмне табак туртни, эрех ĕçни сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Çăра чейпе кофе нумай, кунне 4 стаканран ытла ĕçни пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăха ÿстерет. Тата апатра кальципе Д витамин сахал, тăварпа белок, фосфор ытлашши пулни те шăмăсене сиен кÿреççĕ.

Сахал хускалнипе шăмăсем патракланаççĕ, кĕлетке виçи 58 кг пĕчĕкрех пулни, спортпа туслă марри шăмă тĕпреннин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.

Мĕнпе хăрушă-ха çак чир? Тÿррĕн каласан, остеопороз юлашки тапхăрĕпе хăрушă – ку вăл пĕçĕ шăммин мăкăрăлчăкĕ хуçăлни /перелом шейки бедра/. Ун пек чухне çын пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăрать. Хăй тĕллĕн пурăнаймасть. Тĕрĕссипе пациентсен 30 проценчĕ сусăрланнă çулах пурнăçран уйрăлать. Тĕнчере вилĕм сăлтавĕ пулса тăракан чирсем хушшинче остеопороз шăпах тăваттăмĕш вырăн йышăнать.

Унăн паллисем еплерех-ши? Остеопороз – «чĕмсĕр» чир, хăй пирки систермест. Малтанах вăл пурри-çуккине пĕлейместĕн те. Çапах та çын лутраланса пыни, пĕкĕрелсе çÿреме тытăнни, çын çÿллĕшĕ 4 сантиметртан ытларах чакни асăрханма хистет. Чире пула шăмăсем çирĕплĕхне çухатаççĕ, патракланаççĕ, çăмăллăнах хуçăлма пултараççĕ. Шăмă виçи систермесĕр чакса пырать, унăн тытăмĕ палăрмасăр пăсăлать.

Сăмах май каласан, остеопороз чухне шăмă та, сыпă та ыратмасть, анчах та мелсĕр ÿксен, ура çине тăрсан е вырăнсăр хускану тусан та шăмăсем хуçăлма пултараççĕ. Çапла вара тепĕр хут аса илтеретĕп: остеопороз шăмă хуçăлсан кăна асаплантарать. Пурнăç тăршшĕпе шăмă ялан арканать, унтан каллех çĕнĕлет. Ку питĕ шайлашуллă пулса пырать. Анчах та ватлăхра аркану çĕнелнинчен хăвăртрах пулса пырсан чир аталанать. Çиелтен пăхсан шăмă йĕркеллех пек, анчах та шалта шăтăкланса патракланать.

Шăмăсем патракланнине асăрхама пулать-ши? Пулать. Чи малтанах çын хăй пĕр вĕçĕм тăхăнса çÿрекен тумтир вăрăмланса пынинчен е çăвăннă чухне куç кĕскинче хăйĕн сăнне пĕтĕмĕшле курайми пулнинчен. Чылай чухне çын хăйĕн кĕлеткинче пĕр-пĕр шăмă хуçăлнине асăрхамасан та пултарать. Самай вăхăт иртсен çурăм е пилĕк ыратнине туять, тÿрленсе тăма е авăнма кансĕррине туйма пуçлать. Рентген тусан кăна кăкăр е пилĕк шăмми хуçăлни палăрать.

Хальхи вăхăтра остеопорозран сипленмелли тĕрлĕ эмел, меслет, çĕнĕрен те çĕнĕ техника хатĕрĕ пур. Кĕлеткери шăмă тытăмне тĕрĕслеттерсех тăмалла. Çак техника меслетне денситометри теççĕ. Çавăн пекех организмри кальци тата Д витамин çăралăхне палăртма май паракан лаборатори мелĕсем те пур.

Республикăри ветерансене сиплекен госпитальте эндокринологи уйрăмĕнче остеопороз профилактикин центрĕ ĕçлет. Сире унти специалистсем тĕплĕн тĕрĕслесе тĕрĕс диагноз лартса çак чирпе кĕрешме тĕрлĕ сĕнÿсем параççĕ.

Тепĕр хут аса илтеретĕп: кулленхи менюра кальципе Д витаминлă çимĕçсем ытларах пулмалла. Кофе, тăвар виçине чакармалла. Пирус ан туртăр, эрех-сăрана аяккинелле тĕртĕр, физкультурăпа туслашăр, çуран нумай утăр. Уçă сывлăшра куллен 30-60 минутран кая мар утни питĕ усăллă. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни шăмăсен тĕртĕмне çĕнелме, вĕсем хуçăлас хăрушлăха чакарма пулăшаççĕ. Çавăн пекех йывăр япаласем йăтмалла мар. Аслă ăру çыннисене пăрлак çанталăкра килтен тухма сĕнместĕп.

Татьяна ЯКИМОВА,
республикăри ветерансен клиника госпиталĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code