Пурте пĕлетпĕр, республикăра мартăн 15-мĕшĕнче çулсеренех иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланнă.
Сăваплă ĕçе Чăваш Енре 1995 çултах пуçарса янă. Унтанпа республикăри йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене, инвалид ачасене, нумай ачаллă çемьесене сахал мар пулăшу кÿнĕ. Район çыннисем иртнĕ çулсенче пуçтарнă укçа-тенкĕне хамăр районах каялла тавăрса панăран ача-пăча площадкисем çĕкленнĕ, больницăра ачасен кану пÿлĕмне йĕркеленĕ, нумай ачаллă çемьесем пулăшу илнĕ тата ытти те.
Çак ыр кăмăллăх марафонне халалласа Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче концерт иртнĕ. Унта пуçтарăннă укçа-тенкĕне культура ĕçченĕсем марафон пухмачне куçарнă.
Концертра районти паллă юрăçсемпе пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе тыткăнланă. Ыр кăмăллăх концертне ветерансен «Туслăх» хорĕ уçнă. Унтан Юрий Кашкăр /Лаш Таяпа/, Изабелла Мартынова /Елчĕк/, Альбина Тепловăпа Борис Клементьев /Патреккел/, Эдуард Степанов /Аслă Пăла Тимеш/, София Ананьева /Çĕнĕ Пăва/, Маргарита Еникова /Аслă Таяпа/, Лиза Казначеева /Вăрăмхăва/ илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Театр çулталăкĕнче Ангелина Софронован, Тамара Смирнован, Светлана Блинован монологĕсене куракансем кăмăллăн итленĕ. Çавăн пекех Тÿскел ялĕн артисчĕсен «Мансах кайнă» сценкине те ăшшăн йышăннă. Степановсен, «Кумсем», Патреккелти арçынсен ансамблĕсен юррисем чун-чĕресенче ăшăлăх çуратнă. Аслă Елчĕкри «Шевлесем» ташă ушкăнĕн пултарулăхĕ залри халăха чĕрĕлĕх кĕртнĕ: чăваш, чикан ташшисене питĕ хĕрÿллĕ ташланă вĕсем.
Ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Хаклă тусăм! Ырă та сăваплă ĕçе хутшăнма манман-и эсĕ; Çавăнпа та «Раççей ача-пăча фончĕ» ыр кăмăллăх фончĕн укçа-тенкĕ куçармалли счетне пĕлтеретпĕр:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».
ИНН 2128005408, КПП213001001
Р/с № 40703810075220160067 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанка г. Чебоксары
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.