Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă пенсисем ÿсеççĕ

Социаллă пенсисем ÿсеççĕ

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе видеоçыхăну урлă пресс-конференци ирттерчĕ.

Унăн тĕп теми апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене тата Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе пурăнмалли минимумран пысăкрах пенсисене индексацилесси пулчĕ.

Республикăра апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенси виçи 155 тенкĕ ÿсет, 8155 тенкĕпе танлашать. Инвалид ачасем тата ачаран 1 ушкăнри инвалидсем 12681,09 тенкĕ илсе тăма тытăнĕç. Хушăмĕ – 248,65 тенкĕ.

Социаллă пенсисене индексациленипе пĕрлех патшалăх пенсийĕсем те 2 процент пысăкланаççĕ. Республикăра патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕпе 26 пин ытла пенсие индексациленĕ, вăл шутран 25 пине яхăн – социаллă пенсисем. Апрельтен ÿсĕме кура пенсисене тÿлеме 41 миллион тенкĕ хушма укçа каять.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă черетлĕ Çырăвĕнче пурăнмалли минимумран пысăкрах пенсисене тата уйăхсеренхи тÿлеве индексацилемеллине палăртнăччĕ. Унăн пуçарăвне шута илсе социаллă хушма тÿлев виçине палăртас йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Унччен пенсисене индексациленĕ чухне ÿсĕме кура пенсионерăн пĕтĕмĕшле тупăшне пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлаштарнă. Çапла вара пĕрлехи сумма ун чухнехиллех юлнă е кăштах кăна ÿснĕ.

Çĕнĕ йĕркепе социаллă тÿлев виçине кăçалхи январьтен тытăнса шутлаççĕ. Пирĕн районти ĕçлемен 650 пенсионерăн пенси çумне хушма тÿлев хутшăнать. Вăл автоматизациленĕ йĕркепе пулса пырать. Çынсен хăйсен Пенси фондне каймалла мар. Ку саккуна пурнăçа кĕртме Чăваш Республикине кăçала валли кăна 162 миллион тенкĕ яхăн хушма укçа кирлĕ.

Роза Алексеевна инвалид ачасене пăхакансен уйăхсеренхи тÿлевне ÿстересси – 10 пин тенке çитересси – пирки те тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çавăн пекех яланлăх пурăнмалли вырăн çук çынсене социаллă пенсисем палăртас йĕркене кĕртнĕ улшăнусем пирки чарăнса тăчĕ.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code