ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе пулса иртнĕ республикăри социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комисси ларăвĕнче электричество, ăшă энергийĕн, газ тарифĕсемпе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухнă.
Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтернĕ тăрăх, тарифсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ÿсеççĕ. Ÿсĕм пысăк мар. Ял çыннисемшĕн, калăпăр, электричество 1,7 процент хакланать – киловатт хакĕ халĕ 2, 31 тенкĕ, утă уйăхĕнчен вара 2, 35 тенкĕ пулĕ. Газ хакĕн тĕп-тĕрĕс виçи хальлĕхе паллă мар. Тариф службин ертÿçи палăртнă тăрăх, вăл 2 процентран ытла хакланмалла мар.