Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ, район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Хускатнă ыйтусенчен чи пĕлтерĕшли – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илесси. Ун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Уявччен вăхăт нумай мар, пурнăçламалли ĕçĕ вара пайтах. Вĕсене ырана хăвариччен йĕркелессинче кашни ертÿçĕ яваплăха туйни кирлĕ. Вăрçăпа тыл ветеранĕсем, салтак арăмĕсем пĕри те тимлĕхсĕр юлмалла мар, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕн, ытти службăсен ĕçченĕсем вĕсен пурнăç условийĕсемпе тăтăшах интересленсе тăмалла. Палăксене çĕнĕ сăн кĕртесси, вĕсен таврашне, скверсемпе парксене тирпей-илем кÿресси те паянах тумалли ĕçсен шутĕнче. Сăмах май, апрелĕн 13-мĕшĕнче республика шайĕнче хамăр пурăнакан, ĕçлекен территорисене тасалăха çавăрассипе субботник иртет. Ку кампани те вăхăтлăх пулмалла мар. Юр кайса пынă май, куратпăр, çÿп-çап çине-çинех тупăнса пырать, апла пулсан экологи пĕлтерĕшне тĕпе хурса тирпейлĕхшĕн куллен тăрăшар. Учрежденисемпе организацисен çурчĕсем çинчи патшалăх символĕсене – ялавсене, тĕрлĕ баннер-стендсене çĕнетни те вырăнлă.
Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă материалсем, экспонатсем районти музейсенче те упранаççĕ паян. Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Хăш-пĕр музейсен «кун-çулĕ» кĕскерех пулни шкулсем хупăннипе те çыхăннă-ха. Вуншар çул пухса хатĕрленĕ пурлăха пĕтерес мар тесен вĕсене культура çурчĕсенче е ятарлă ытти вырăнта йĕркелемелле мар-ши?
Юлашки çулсенче Çĕнтерÿ уявĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие анлă çул пани паллă ĕнтĕ. Кăçал та унăн сумлăхĕ чакмĕ. Ялсенче вăл майăн 8-мĕшĕнче иртнĕ май, унта вырăнти пĕтĕм ĕç коллективĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, обществăлла пĕрлешÿсене ертсе пыракансем, ялти кашни çын хутшăнма тивĕç. Акци шкулсен вăйĕпе çеç иртни питех те çителĕксĕр. Кашниех – вăрçăра пуçне хунă е сурансене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ аслашшĕне, кукашшĕне е ытти çывăх тăванне сума сăвакан, вĕсемшĕн мăнаçланакан «Вилĕмсĕр полкра» паттăрсен портречĕсемпе тулли кăмăлпа утса тухатех. Сÿрĕклĕх, айккинчен пăхса тăракан «рольне выляни» хальхи вăхăтшăн килĕшÿсĕр. Пысăк ял-и, пĕчĕк-и – уявра кашниех фронтовиксене çак майпа та пулин чыс тума тивĕç.
Районти тĕп уяв яланхиллех майăн 9-мĕшĕнче Елчĕкре иртет. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем «Улăп» ФОК патĕнчен пуçласа тĕп лапама утса çитĕç. Унта та ялсенчи кашни çынна хапăл тăвĕç. Тĕрлĕ мероприятипе пуян программăра техника, çамрăк армеецсен парачĕсем, театрализациленĕ представлени, спорт ăмăртăвĕсем т.ыт.те пулĕç. Маларах, майăн 8-мĕшĕнче, тĕп лапамра çамрăксен факелсемпе утса тухнин йăлана кĕнĕ астăвăм каçĕ иртĕ…
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина ял тăрăхĕсен бюджечĕсен кăçалхи 1-мĕш кварталти налогпа çыхăннă тата унпа çыхăнман тупăшсен кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта пĕтĕмĕшле сумма 17 миллион та 943 пин те 9 тенкĕпе танлашнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 4,5 процент ытларах. Чи тупăшлисен йышĕнче – Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсем.
Район бюджетне илсен те январь-март уйăхĕсенче иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах ĕçленĕ, укçа-тенкĕ 7,1 процент нумайрах пырса кĕнĕ. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен тупăшĕнчен налог /НДФЛ/ кĕртессине çителĕксĕр йĕркеленĕ. Налог шутне кĕмен тупăша бюджета хывассипе те çине тăрса ĕçлени кирлĕ, мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе иртнĕ çулхинчен 59,1 процент сахалрах укçа-тенкĕ пуçтарăнни вырăнлах мар паллах. Çакă вăл ытларах арендаторсем çĕрпе усă курнăшăн вăхăтлă тÿлев хывманнипе çыхăннă.