Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен опытне ырланă

Чăваш Ен опытне ырланă

Апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕршывăн 20 субъектĕнче, çав шутра Чăваш Енре те, аналоглă хыпарлава сÿнтерме пуçлаççĕ.

Регионсем ку ĕçе хатĕр-и? Çак ыйтăва РФ Правительствин Председателĕн çумĕ – РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçи Константин Чуйченко ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие çывăх кунсенче улшăнусем пулакан регионсен представителĕсем те хутшăннă. Республикăра аналоглă хыпарлава сÿнтерес ĕçе мĕнле хатĕрленни пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – регион Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, республика бюджетĕнчен граждансен социаллă хÿтлĕх кирлĕ категорийĕсем валли 9,8 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Енре цифрăллă эфир сигналне тытман 83 ял. Вĕсенче пурăнакан граждансемпе уйрăммăн ĕçлеççĕ, лару-тăрăва республика Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн республикăра çак ĕçе волонтерсемпе пĕрле почтальонсене те явăçтарнине ырланă, Чăваш Ен опытне ыттисен те шута илмеллине палăртнă канашлура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code