Хамăн пурнăçра, çур ĕмĕре яхăн Елчĕк районĕнчи тата республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче, организацисенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче тата икĕ министерствăра вăй хунă май, Чăваш Енри кашни хулара, çĕр-çĕр ялпа поселокра пулса курнă эпĕ. Ăçта кайсан та тăван республика аталанăвĕнче тарăн та ырă йĕр хăварнă çынсемпе, уйрăмах нумай пурăнакансемпе тĕл пулма тăрăшнă. Чылай чухне вĕсен аса илĕвĕсене, мĕн çинчен каласа панисене блокнот çине çырса пынă. Çавна май халь, юратнă республикăн автономин çаврака юбилейĕ çывхарнă май, пĕр ĕмĕре яхăн е унтан та ытларах пурăннă ентешсене куç умне кăларма, вĕсен вăрăм пурнăçне тĕплĕнрех тĕпчеме шухăшларăм.
Манăн ачалăхăмра тарăн йĕр хăварнă пирвайхи мăнаçлă шур сухал, е тĕрĕк чĕлхипе каласан, чи хисеплĕ аксакал, паллах, 1956 çулсем хыççăн Лаш Таяпари Крупская ячĕллĕ колхозăн утарĕнче ĕçленĕ Василий Дмитриев пулнă. Вăл 1871 çулта çуралнă, ялти чиркÿ прихучĕн шкулне пĕтернĕ хыççăн чăвашсене çутта кăларнă И.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн Василий Дмитриевич Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чăнлăпа Шăмăршă хутлăхĕнчи Çĕнĕ Улхаш, Матак ялĕсенчи шкулсенче тата чиркÿсенче хĕрĕх çул ытла вăй хунă. Шел пулин те Сталинăн синкерлĕ самани вăхăтĕнче Лаш Таяпан мухтавлă аксакалĕ ним айăпсăр 15 çул çурçĕрти тĕрмесенче асапланнă. Апла пулин те чăтăмлă, вăйлă характерлă та ăслă асатте, ырă та сăпайлă Турă çынни, аякри Урал тăрăхĕнчен таврăнсан вунă çул ытла пĕрлешÿллĕ хуçалăхра утарçăра ĕçленĕ. Çав вăхăтра эпир, пурне те пĕлме тăрăшакан, ÿркенмен Сидоровсен ачисем, ăна пулăшма тесе атте-анне килĕнчен пурĕ те çур çухрăм аяккарах вырнаçнă утара васканă. Çĕршывĕпе чапа тухнă Эльмек Иванĕ /Мускавра пурăннă И.В.Дмитриев/ художникăн ашшĕ, çур ĕмĕр каялла Свердловск облаçĕнче ĕçлесе пысăк пуçлăха çитнĕ, СССР патшалăх премине тивĕçнĕ В.Дмитриев 1968 çулта пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă.
1972 çулта вун пилĕк союзлă республикăна пĕрлештерсе тăракан мăнаçлă çĕршывра Совет Союзĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсем СССР юбилейĕпе çыхăннă материалсенче промышленноçпа ял хуçалăхĕ мĕнле хăвăртлăхпа аталанса, çĕршывра халăх пурнăçĕ лайăхланса пыни тата социаллă ытти ыйтусем çинчен тăтăшах çырнă та тĕплĕ пĕлтернĕ. Çав çулсенче Шупашкарта нумай пурăнакансен, тĕрĕсрех каласан, 95 çултан аслăрах çынсен шучĕ 100-е çывхарнă.
Пирĕн районта 1970 çул тĕлне çĕр çулхи пĕртен-пĕр асанне тата кукамай, Елена Антоновна Смолина Аслă Шăхальте пурăннă. Вăл 1971 çулхи утă уйăхĕнче вилнĕ. Унсăр пуçне XX ĕмĕрте 100 çултан ытларах Патреккелте çуралса ÿснĕ Домна Семенова /1863-1965/, Кавал ялĕнче çуралнă, çирĕм çул тултарнă хыççăн мĕн виличчен Патреккелĕнче пурăннă Дария Теплова /1850-1951/, Вăрăмхăвари Анастасия Соловьева /1865-1967/, Лаш Таяпари Христита Даниловăпа /1876-1976/ Александра Сироткина /1893-1995/, Аслă Таяпари Владимир Калинин /1892-1994/, Çĕнĕ Эйпеçри Порфирий Николаев /1880-1980/, Çĕнĕ Пăвари Мария Кукурузова /1888-1988/, Таяпа Энтринчи Агапия Пирогова /1888-1990/, Кĕçĕн Таяпари Татьяна Иванова /1885-1985/, Акчелĕнчи Елизавета Сочкова /1888-1989/ тата Сăрьелĕнчи Гилязетдин Аскаров /1889-1994/ пурăннă.
Эпир тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, кăçалччен манăн тăван ялта çуралса ÿснĕ пилĕк çын 100 çул ытла пурăннă – çакă хăйне евĕрлĕ район рекорчĕ! Александра Матвеевна Сироткина-Енкеева çинчен тĕплĕнрех каласа парас килет.
Санькка /ăна мĕн пĕчĕкрен çапла чĕннĕ/ 1893 çулхи ака уйăхĕн варринче Лаш Таяпара Мăнкун эрнинче çуралнă. 1915 çулта унăн ашшĕ Матвей Енкеев империализм вăрçинче йывăр аманнă. Ашшĕсĕр юлнă 18 çулхи хĕре çав çуркунне кÿршĕллĕ Шăмалак ялĕн каччисем Начар Упи /1925 çултанпа Патăрьел районĕнчи Красномайск/ ялне вăрласа кайнă. Кунта вăл нумаях пулмасть вăрçăран инвалид пулса таврăннă Николай Сироткинăн арăмĕ пулса тăнă. Вĕсем вун пĕр ача çуратнă. Шел пулин те, тăваттăшĕ ача чухнех вилнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ – Валентина – Шăмалак каччине Иван Петрова качча тухнă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланичченех упăшкипе пĕрле «Слава» колхозра вăй хунă Александра Матвеевна. Мăшăрĕ Николай вилнĕ хыççăн 1973 çултанпа Валентина хĕрĕн килĕнче Шăмалакра пурăннă. Таврари ăслă, ĕçчен, сăпайлă та тавçăруллă карчăк, 102 çул çурă тултарса, 1995 çулхи кĕркунне варринче вилнĕ.
XX ĕмĕр варринче Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче чи ватă çынсенчен пĕри Патреккел ялĕнче пурăннă Дария Филипповна Теплова шутланнă. Унăн чĕри 1951 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче 100 çул тултарнă хыççăн яланлăхах тапма чарăннă. Халĕ унăн мухтавлă мăнукĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Тăван çĕршыв правительствин сакăр орденне тивĕçнĕ 96 çулхи П.Теплов пурăнать.
– Эпĕ Патреккелте çуралса ÿснĕ, пĕр ĕмĕр ытла пурăннă вун-вун ытла çынна пĕлнĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ – манăн тăван ялтан. Чи малтанхи – ахăртнех юратнă асанне. Манран тăватă çул çурă аслăрах вăрçă ветеранĕ Мария Диомидовна Абрамова та уйăх каялла 100 çул тултарчĕ. Кăçал хăйĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă Ипатий Анисимович Ильин вара кÿршĕ ялтан. Питтĕпелĕнче çуралса ÿснĕ. Унпа эпĕ вăрçă хыççăн паллашрăм. 1977 çултанпа Мичман Павлов урамĕнчи пĕр çуртра пурăнатпăр, – тенĕччĕ пĕр тĕл пулура Петр Николаевич.
П.Теплов хăй те асламăшĕ пек 100 çула çитиччен пурăнма ĕмĕтленет. 1960-1970 çулсенче вăл КПСС Елчĕк тата Комсомольски райкомĕсен секретарĕнче, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн вара Шупашкарта, патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри пĕрлешĕвĕсен председателĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Петр Николаевич «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн чи сумлă шур сухалĕ.
Паллах, пĕр ĕмĕр ытла пурăннă ентешсемпе курнăçма яланах май килмест. Манăн тăван ялта, Лаш Таяпара, ĕçпе спорт ветеранĕ Анатолий Кондратьев пурăнать. 2015 çулхи нарăс уйăхĕнче унăн амăшне Серафимăна 100 çул тултарнă ятпа саламланăччĕ. Хальхинче вара республикăн тĕп хулинче 1919 çулхи нарăс уйăхĕнче Питтĕпелĕнче çуралнă Ипатий Ильина пĕтĕм кăмăлтан пĕр ĕмĕрхи юбилейпе саламларăмăр.
Мĕн кăна чăтман, вилĕмпе миçе хутчен тĕл пулман пуль хăй вăхăтĕнче Ипатий Анисимович. 1942 çулта Рязаньти артиллери училищине пĕтернĕ хыççăн вăл Ленинград çар округне лекнĕ. Икĕ çул ытла Нева çинчи хулана фашистсенчен хÿтĕленĕ, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
И.Ильин офицер Совет çарĕнче вун икĕ çул хĕсметре тăнă. Шупашкара çемйипе пĕрле таврăнсан часах вăл чăвашсен паллă скульпторĕпе Илья Кудрявцевпа паллашнă. Кунта çакна аса илни вырăнлă пулĕ: Ипатий Анисимович Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ чухне тăван халăхăн искусствипе кăсăкланма пуçланă. Вăл тăван хулари Атăл хĕрринчи скверта «Нарспи» поэма авторĕн К.Иванов поэтăн бюстне кам ăсталанине пĕлнĕ. Çавна май сумлă юбиляр паян кунчченех 65 çул каялла Шупашкара килсен чи малтан Илья Федоровичпа туслашнипе мăнаçланать.
И.Кудрявцев малтанах Ипатий Анисимовича Шупашкарти «Легпромстрой» треста ĕçе вырнаçма пулăшнă. Унăн тĕп тивĕçĕ – хулари çĕнĕ çуртсен маччисене, карнисĕсене, урайĕсене тĕрлĕ майпа илемлетесси шутланнă. Вырăсла каласан, унăн профессийĕ – облицовщик тата лепщик. Тĕрлĕ çулсенче пирĕн ентеш Чăваш ял хуçалăх институчĕн хула варринчи хальхи тĕп çуртне, аптекăсемпе суту-илÿ çурчĕсене, Советсен çуртне капăрлатма пулăшнă. Журналистсемпе те туслă пулнă И.Ильин. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1962 çулта Чăваш телевиденийĕнче çырусен пайне ертсе пыма чĕнсе илнĕ, редактор тивĕçĕсене те пурнăçланă.
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче 100 çулхи юбилейпе И.Ильина чи малтан Патреккелтен тухнă пултаруллă тележурналист Алексей Енейкин пĕтĕм кăмăлтан саламларĕ. Унăн ыйтăвĕсене хуравланă май Ипатий Анисимович çапла каларĕ:
– Пĕтĕм пурнăç чи малтан хамăртан тата Турă панă çут çанталăкран килет. Эпĕ ачаранах ĕçе, атте-аннене, тăван тавралăха юратса ÿснĕ, çамрăк чухнех физкультурăпа тата спортпа туслашнă. Нихăçан та пирус туртман, эрех ĕçессипе иртĕнмен. Паян та гимнастика турăм, пурăнасчĕ-ха тепĕр вунă çул, – тесе хуравларĕ ыйтусем çине И.Ильин.
Петĕр ЛАШТАЙ.
Шупашкар.