Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фестиваль-конкурса хутшăнса

Фестиваль-конкурса хутшăнса

Апрелĕн 25-мĕшĕччен республикăра «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурс пырать.

Унта 2017 çулта Чăваш наци библиотекине çитнĕ 162 кĕнеке хутшăнать. Хальхи вăхăтра районти вулакансем шăпах хăйсене килĕшекен кĕнекесене сÿтсе яваççĕ.

Курнавăшсем те культура çуртне çак тĕллевпех пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вулакансене Раиса Горшкова библиотекарь конкурс пирки каласа пачĕ. Пухăннисем Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă Н.Терентьевăн «Суйласа илнĕ пьесăсем» кĕнеке чăваш драматургинче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Тăххăрмĕшсем кĕнекери «Пурăнасчĕ çынсем пек» пьесăн сыпăкĕсене выляса пачĕç. Çамрăк артистсем рольсене ĕненмелле, ăста сăнарларĕç, çавна май пьесăна анлăн çутатрĕç. Ун хыççăн пурин те çак кĕнекене илсе вулас шухăш тата хытăрах çирĕпленчĕ.

Т.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code