Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх акцийĕ

Ыр кăмăллăх акцийĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуçарăвĕпе пĕрремĕш хут «Ачана чăвашла çырнă кĕнеке парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет.

Ун пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова пĕлтернĕ.

– Паян эпир ашшĕ-амăшĕ те чăваш, иккĕшĕ те чăваш чĕлхине пĕлеççĕ пулсан та, ачисем тăван чĕлхепе калаçманнине тăтăшах тĕл пулатпăр. Чăваш Енри халăхăн 67 процентне яхăн – чăвашсем. Хамăрăн тăван чĕлхене, хамăрăн йăла-йĕркепе культурăна сыхласа хăварас тесен хамăрăн ачасене чăвашла калаçма вĕрентмелле, вĕсене чăваш кĕнекисем вуласа памалла, – палăртать Альбина Егорова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чăваш чĕлхин шăпинчен аякра тăман çынсене пурне те ача сачĕсене, шкулсене çÿрекен, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен ачасене чăваш кĕнекисем парнелеме чĕнеççĕ.

Аса илтеретпĕр, апрелĕн 25-мĕшĕнче çулсеренех Чăваш чĕлхин кунĕ иртет. Çак кун паллă просветитель Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code