Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле пуринчен малтан акана тухнă «Яманчурино» тата «Победа» ял хуçалăх предприятийĕсенче пулнă май уй-хирсенче «хуçаланакан» çĕнĕ йышши хăватлă техникăсене курса савăнтăмăр.
«Яманчурино» сахал яваплă обществăри Леонид Усанов механизаторăн кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Урăхла пулма та пултараймĕ – ăна вĕр çĕнĕ техника, «АГРАТОР ДИСК-9000» ака комплексне ĕçлеттерме шанса панă-çке. Малтан сÿрелесе кăпкалатнă 100 гектар йышăнакан анара вăл апрелĕн 17-мĕшĕнче пуçласа пăрçа акма тытăннă. Палăртнă лаптăкри ĕç калăпăшне хăш вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнине вара çын курса та юлайман – ана çине пĕрре кĕрсе 9 метр сарлакăшне акакан çак техникăпа усă курни, паллах, уй-хирти малашнехи ĕçсене те тухăçлă йĕркелеме май памалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак шухăша палăртса пулас тыр-пул шăпишĕн пĕрлехи вăйпа кар тăрса хире тухнă çĕр хуçисене акана кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлеме ăнăçусем сунчĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче черетлĕ çур акире тĕш тырă культурисене 1745 гектар акса хăвармалла.
К-739 Ст йышши «Кировец» хăватлă трактор та – çĕнĕ. Ăна Алексей Сорокина шанса панă. Паянхи лару-тăрура хăватлă техникăпа усă курмасăр продукци туса илессине те, унăн пахалăхне те ÿстерме май çуккине Владимир Рахмуллин директор лайăх ăнланать. Çакна тĕпе хурса кăçал та хуçалăх ял хуçалăх машинисене темиçе те туяннă. «АГРАТОР ДИСК-9000» ака комплексĕ пирки малтанах асăнтăмăр, унсăр пуçне, культиватор, пресс-подборщик, дисклă сÿре, опрыскиватель /пĕрĕхтеркĕч/ кÿрсе килнĕ. Вĕсене туянма вара пĕр тенкĕ кивçене те кĕмен!
Апла пулин те çанталăк условийĕсене пула кĕр тыррисен шăтаслăхĕ япăх пулни шухăшлаттармасăр тăма пултараймастех. Çитменнине, унăн лаптăкĕ те /630 гектар/ сахалах мар. Вĕсене вырăн-вырăнпа çĕнĕрен акса хăварасси, паллах, хушма тăкаксемпе çыхăннă.
«Победа» сахал яваплă обществăра нумай çул ÿсекен курăксемпе кĕр тыррисене 508 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Эпир кунта пулса курнă кĕçнерникунхине сăнавлă лаптăка урпа акма тухрĕç пулсан, паянхи кун тĕлне тĕш тырă культурисене 100 гектар ытла акса хăварма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕп агрегата – ака комплексне Анатолий Сорокин механизатор ĕçлеттерет, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларать.
Николай Головин директор майăн 1-мĕшĕ – Çуркуннепе Ĕç уявĕн тĕлне ака çине вĕçлеме сăмах пачĕ. Кашни ĕçе тухăçлă йĕркеленин тĕп вăрттăнлăхĕ вара – хальхи йышши хăватлă техникăсемпе усă курса ĕçленинче. Ку енĕпе вĕсем иртнĕ çулсенчен тытăнсах пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче халь тесен халь çĕнĕ техникăсен куравне йĕркеле! Сенаж тăвакан техника, «Хозяин» йышши агрегатсем /утă-улăма вĕтетекенни, апат валеçекенни/, кукуруза акнă çĕрте усă куракан ятарлă сеялка, культиватор тата ыт. те пурте – вĕр çĕнĕ! Сăмах май, хуçалăхра кăçал анчах 15 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен çĕнĕ техника туяннă.
Май пулнипе усă курса район администрацийĕн пуçлăхĕ фермăна та çитсе курчĕ, 400 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçмалли комплекса хута ярассинчи ĕçсене епле йĕркелесе пынипе паллашрĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Яманчурино» ял хуçалăх предприятийĕнче ака ĕçĕсене епле йĕркеленипе паллашать.