Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренÿ иртнĕ

Вĕренÿ иртнĕ

Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин хушăвĕпе районта 3 тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ.

Виçĕ куна тăсăлнă меропрятин тĕп тĕллевĕ – районта шыв-шур е пушар хăрушлăх кăларса тăратас пулсан ăна сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем хăйсен ĕçне мĕнле йĕркелессине тĕрĕслесси пулнă.

Медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем вĕренÿ вăхăтĕнче хăйсен ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе пынă, инкеке вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирме хатĕррине кăтартса панă.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code