Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Транспортер ăсталанă

Транспортер ăсталанă

Çак сăн ỹкерчĕкре Анатолий Владимирович Столяров механик улăм капанламалли хатĕр майлаштарать.

Ял хуçалăхĕнчи чи йывăр ĕçсенчен пĕри ĕмĕр тăршшĕпе тырă капанĕ, улăм ури тăвасси е тата улăма хушăка хывасси пулнă. Ку ĕç арçынсемшĕн те йывăр пулнă, анчах та улăм тирпейлес ĕçсене ытларах хĕрарăмсем пурнăçланă. Вĕсем хушăка тăрланă вăхăтра чикмексем çине тăрса вăрăм авăрлă сенĕксемпе улăма алăран алла парса хушăк тăррине хăпартнă. Çак ĕçе çăмăллатас тĕллевпе Ворошилов ячĕллĕ колхозăн механикĕ А.Столяров 1955 çулта хушăк çине улăм хăпартакан элеваторлă транспортер туса хатĕрленĕ. Транспортерăн куçарса çỹремелли тăватă кустăрма, çỹллĕшне кирлĕ пек йĕркелеме тĕревсем пулнă. 15 метрлă транспортер электромотор вăйĕпе ĕçленĕ, сарлака лентисем çине йывăç планкăсем çирĕплетнĕ. Лента шунă майăн планкăсем хĕрарăмсем парса тăракан улăма хушăк çине хăпартнă. Транспорт сехетре 10 тонна таран улăм хăпартма пултарнă, çакă чи хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче 1000 ытла ĕç кунĕ перекетлеме май панă.

А.Столяров 1927 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă, ялти шкула пĕтернĕ хыççăн колхозра тăрăшнă. 1944 çулхи ноябрьте 17 çулхи çамрăка салтака илеççĕ. Вăрçă чарăнсан виçĕ çултан тин килне таврăнать Анатолий. Механизаторсене хатĕрлекен шкула пĕтернĕ хыççăн колхозра тракторист, комбайнер, механик пулса тăрăшать. Каярахпа ытти ялсемпе пĕрлешнĕ «Победа» колхозра ĕне фермисене механизацилес енĕпе ĕçлекен бригада йĕркелесен мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен механикре ĕçлет. Ĕне витисене шыв кĕртмелле-и, тислĕк тăкакан транспортера вырнаçтармалла-и, е апат туракан агрегат пуçтармалла — пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман ăста алăллă Толя тете, пурне те тĕплĕн пурнăçланă.

Пултаруллă ĕçченĕн хастарлăхне асăрхаççĕ ертỹçĕсем, ăна чыс тăваççĕ. 1954 çулта малта пыракан колхозниксен пĕр ушкăнĕпе Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне Мускава яраççĕ. Унта хутшăнса кĕмĕл медаль, Хисеп хучĕ тата сехет илме тивĕçет. Патшалăх ăста алăллă механика колхоз производствинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1966) чысланă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ Евдокия Сергеевна 1948 çулта Ленин орденне тивĕçнĕ.

В.ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code