Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Терроризмпа, экстремизмпа

Терроризмпа, экстремизмпа

кĕрешессипе ШĔМĕн сотрудникĕсем, Наци антитеррор комитечĕ ĕçлет. Комитет представителĕсем кашни районтах пур. Право хуралĕн органĕсем Чăваш Енри наци диаспорисемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсен пулăшăвĕ пысăккине палăртаççĕ.

28 наци çынни пурăнакан республикăра чылай халăх представителĕсен диаспорисем чăмăртаннă: азербайджансен, грузинсен, таджиксен, чеченсен… Мăсăльмансен тĕн организацийĕсен тĕревĕ çирĕп. Сăмах май, Чăваш Енре мăсăльмансен йышĕ пирĕн республикăра пурăнакансен 3 проценчĕпе танлашни паллă: вĕсен пысăк пайĕ Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче тĕпленнĕ. Экстремизм ытларах чухне радикаллă ислам çине таянма тăрăшнине кура шăпах тĕн çыннисемпе пĕр чĕлхе тупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Диаспорăсем экстремизмпа тата терроризмпа кĕрешекен центр ĕçченĕсене хăйсен пухăвĕсене чĕнни лару-тăрăва алăра тытма май парать.

ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ А.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта икĕ ялта – Сăрьел тата Пикшик ялĕсенче мăсăльмансен прихучĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнура.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code