Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Раççей Президенчĕ В.Путин 2023 çулта РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен кăтартусене, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тĕл пулакан чăрмавсемпе тĕллевсене тишкересси тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ.

Елчĕк округĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăя Алевтина Федоровăна, округ пуçлăхне Леонард Левыя тата ытти ертỹçĕсене пĕрлештерекен ушкăн чи малтанах Курнавăш, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен коллективĕсемпе курнăçрĕ.

Унтан ертỹлĕх Елчĕкре пурăнакан, иртнĕ кунсенче 95 çул тултарнă Роберт Бобылев килĕнче пулчĕ. Тыл ĕçченне, вăрçă ачине, педагогика ĕçĕн ветеранне 95 çул тултарнă ятпа саламланă май килнĕ хăнасем РФ Президенчĕн салам открыткипе чысларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Леонард Левый юбиляр кăкăрĕ çине «Елчĕк районне — 95 çул» медаль çакса ячĕ, район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тав турĕ.

Caлам сáмахéceн çyмне Елчéк территори пайéн ерту́çи Юрий Блинов хутшáнчé. Нумай çул округри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă хастара хальхи вăхăтра вырăнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларĕ, Чăваш Республикинчи Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн Хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Чылай çул Елчĕк шкулĕнче педагогра тăрăшнă ĕç ветеранне асăннă шкул представителĕсем те саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Çак кунах Алевтина Федорова Елчĕк округĕн администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code