Суд приставĕсен Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ налук службин, ГИБДД представителĕсемпе пĕрле час-часах рейдсем йĕркелесе парăмçăсемпе тĕл пулать.
Рейд вăхăтĕнче 2 парăмçăн йăлара усă курмалли техникисене 10000 тата 9000 тенкĕлĕх арестлеме тиврĕ. Пристав-исполнителĕн саккунла ĕçне хирĕç тăнă 1 çын тĕлĕшпе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 17,8 кодексĕпе килĕшÿллĕн административлă ĕç пуçартăмăр. Сăмах май, кăçалхи 3 уйăхра суд приставĕсен ĕçченĕсем ку тĕлĕшпе 6 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Парăмçăсемпе тĕл пулса апрелĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен «Май уявĕсем – парăмсăр» ятпа акци ирттеретпĕр. Маларах – апрелĕн 26-мĕшĕнче парăмçăсене хăйсен парăмĕ пурри пирки пĕлтерсе акци йĕркелерĕмĕр.