Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурта, техĕмлĕ кулич…

Çурта, техĕмлĕ кулич…

Чăвашстат специалисчĕсем Мăнкун уявĕн сĕтелне хатĕрленĕ чухне усă курма кирлĕ хăш-пĕр продуктсен хакĕсене тишкернĕ.

Техĕмлĕ кулич, тăпăрчăран пĕçернĕ шĕвĕр тăрăллă çимĕç тата хĕретсе пĕçернĕ çăмарта уяври тĕп çимĕçсем шутланаççĕ. Вĕсене хатĕрлеме çуллă тăпăрчă /1 килограмĕ – 263 тенкĕ/, хăйма /162 тенкĕ/, услам çу /492 тенкĕ/, сахăр песукĕ /42 тенкĕ/, типĕтнĕ улма-çырла /208 тенкĕ/, çăмарта /59 тенкĕ – 10 штукĕ/, тулă çăнăхĕ /30 тенкĕ/, 2,5 – 3,2 процент çу хисепĕллĕ сĕт /56 тенкĕ – 1 литрĕ/ кирлĕ пулать.

Мăнкун çăмартисене илемлетме тĕрлĕрен япаласемпе /сухан хуппи, кофе, куркума, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ыт. те/ усă кураççĕ.

Унсăр пуçне, уяв сĕтелне аш-какайран, пулăран, пылак хутăшсенчен хатĕрленĕ тĕрлĕрен апат-çимĕçпе пуянлатаççĕ: шăмăсăр ĕне ашĕ /481 тенкĕ – 1 килограмĕ/, лосось йышши сивĕтнĕ тата шăнтнă пулă /635 тенкĕ/, çурма тĕтĕмленĕ кăлпасси /345 тенкĕ/, майонез /174 тенкĕ/, тип çу /87 тенкĕ/ тата ыт. те.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code