Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу тÿлевсĕр

Пулăшу тÿлевсĕр

Елчĕкри нумай функциллĕ центр /НФЦ/ юридици сăпачĕсене, уйрăм предпринимательсене, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене патшалăх енчен электронлă майпа регистрациленме пулăшать. Саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вĕсен электронлă майпа регистрациленнĕ чух патшалăх пошлини тÿлемелле мар.

2018 çулта ку енĕпе пурĕ 89 документ пуххи йышăннă пулсан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта – 37. Патшалăх енчен регистрациленессипе çыхăннă документсене 5 ĕç кунĕнче туса паратпăр. Юридици сăпачĕсен НФЦна çак документсене тăратмалла: ыйтса çырни, юридици сăпатне йĕркелесси çинчен протокол, килĕшÿ, юридици сăпачĕн йĕркелÿ докуменчĕсем /2 экземпляр/.

Уйрăм предпринимательсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене йĕркелекенсен заявлени çырмалла, паспортăн мĕн пур страницин тата ИНН копийĕсене илсе пымалла. Пирĕн центр ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен, шăмат кун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен ĕçлет.

Информацие тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09 номерлĕ телефонпа ыйтса е НФЦ сайтăн /https://yaltch.mfc21.ru/ «Пулăшусем» пайне кĕрсе пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА,
центр ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code