Елчĕк район прокуратуринчен районта пурăнакан 2 гражданин пулăшу ыйтнă – коммерциллĕ мар потребитель кооперативĕнчен хăйсем илмен кредитшăн тÿлеме пĕлтерÿ килнине хыпарланă вĕсем.
Район прокуратурин тĕрĕслевĕ çакна кăтартса панă. Граждансем маларах, чăн та, кредит илес тĕллевпе асăннă кооператива пынă. Кивçен паракан организаци вĕсене кредит пама ырланă пулсан та, Елчĕкри офисри 63 çулхи менеджер хайхисене кооператив кивçен пама килĕшменнине хыпарланă. Çав вăхăтра çакскер маларах асăннă 2 çыннăн анкета кăтартăвĕсемпе усă курса, вĕсем пек алă пусса ют ятпа 60 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ, ăна хăйĕн нушисемпе расхутланă.
РФ Уголовлă Процессуаллă кодексăн 37 статйин 2 пайĕнчи 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарас ыйтăва татса пама прокуратура материала малтанлăх тĕпчев органне ярса панă.
Тĕрĕслевпе çыхăннă ĕç-хĕле район прокуратури контрольлесе тăрĕ.
С.ФИРСОВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.