Вторник, Июнь 25, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем Весны и Труда

Поздравления с Днем Весны и Труда

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çуркунне тата Ĕç уявĕпе саламлатăп!

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртать. Çак кун палăртнă пахалăхсем кирек хăш вăхăтшăн та кăтартуллă. Таса кăмăлпа пурнăçлакан тăрăшуллă ĕç – кашни гражданинăн тивĕçлĕ пурнăçĕн, кашни çемьен, пĕтĕм обществăн, пĕтĕмĕшле илсен патшалăх ырлăхĕн никĕсĕ.

Пирĕн несĕлĕмĕрсен чылай ăрăвĕн тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕн витĕмĕпе юратнă Чăваш Енĕн пуянлăхĕ пухăнса пынă, республика кунран-кун лайăхланать. Экономикăн чăн секторĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем уçăлаççĕ, хальхи йышши транспорт инфратытăмĕ йĕркеленет, хăтлă çурт-йĕр, социаллă тата культура тытăмĕн объекчĕсем çĕкленеççĕ, ялсемпе хуласем, общество хутлăхĕсем хăтлăланаççĕ, çынсен пурнăçĕ лайăхланать.

Ырă çак улшăнусем Чăваш Енре пурăнакансем тăрăшса ĕçленипе пулса пыраççĕ. Ĕç çыннисене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕç яланах савăнăç тата тулли кăмăл парнелетĕр! Çут çанталăк чĕрĕлни тата çуркуннехи кăмăл-туйăм пĕтĕм плана пурнăçа кĕртмешкĕн вăй-хал хушчăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарччăр! Сире çирĕп сывлăх, ĕçре çĕнĕ çĕнтерÿсем, ырă улшăнусем, тăнăçлăх, килĕшÿлĕх, ыранхи куна ырă шанăçпа кĕтсе илме, телей тата ырлăх-тивлетлĕх сунатăп!

 

Михаил ИГНАТЬЕВ                                    Чăваш Республикин Пуçлăхĕ

 

Хисеплĕ те хаклă Елчĕк халăхĕ!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшÿпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннине хисеплени, ĕç йăлисене ăруран ăрăва куçарса пыни – патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ.

Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăйĕн пĕлĕвне, пултарулăхне парать, район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн хăйĕн тÿпине хывать.

Тÿрĕ те таса кăмăллă ĕçшĕн саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçупа çитĕнÿсем сунатпăр. Çемйĕрсенче ырăлăх, юрату, ăнлану хуçалантăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                   И.И.ВАСИЛЬЕВА       
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ               Н.П.МИЛЛИН  

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code