Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем Победы

Поздравления с Днем Победы

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Раççей патшалăхĕн историйĕнчи çак сăваплă кун пирĕн халăхăн çирĕп пĕрлĕхне, унăн калама çук паттăрлăхĕпе чун хавалĕн виçесĕр вăйне тата Тăван çĕршыва чунтан парăннине сăнарлать. Вăл пирĕн чĕресене çĕршывăмăршăн мăнаçланма хистекен ырă туйăмсемпе çупăрлать!

Кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те, вăрçă нушисене чăтса ирттернĕ, çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне тăнăçлăхшăн, çитес ăрусен никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн панă çынсен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ.

Хăйсене шеллемесĕр çĕнтерĕве тылра туптанă, халтан кайиччен станок умĕнче тăрса, колхоз уй-хирĕнче ырми-канми тар тăкса фронта мĕн кирлине йăлтах вăхăтра парса тăнă, Аслă Çĕнтерÿ хыççăн вара, Тăван çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетсе, ăна ишĕлчĕкрен чĕртсе тăратнă ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхĕ те ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмăрта упранĕ.

Хаяр вăрçă çулĕсенчи пулăмсене хутшăннă тата вĕсене хăйсен куçĕпе курнă пирĕн хаклă ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Вĕсенчен кашнинех кирлĕ пек тимлĕхпе тата пулăшупа тивĕçтермелле. Ку вăл пирĕн сăваплă тивĕçĕмĕр!

Вăрçа тата геройсен вилĕмсĕр паттăрлăхне çирĕп асра тытни пире, пĕр чăмăра пĕрлештерсе, Тăван çĕршыв ырлăхĕпе чечекленĕвĕшĕн пултаруллă ĕçлеме хавхалантарса тăтăр!

Чун-чĕререн çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата тăнăç пурнăç сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                         Михаил Игнатьев

 

 

Дорогие ветераны! Уважаемые жители Приволжского федерального округа! 
 
Сердечно поздравляю вас с великим праздником Победы, с 9 Мая!

74 года назад закончилась самая кровопролитная, жестокая война ХХ века. В нелегком бою наш народ отстоял своё право на жизнь, на независимость и суверенитет. 

Великие герои ковали нашу общую Победу: те, кто сражался на фронтах, и те, кто работал в тылу, те, кто воевал в партизанских отрядах… на борьбу с врагом встали как один все народы нашей страны.

9 мая мы вспоминаем каждого, кто погиб, и всех, кто вернулся и возрождал нашу великую Родину. Низко кланяемся нашим ветеранам – мы в неоплатном долгу перед вами. Вы пример для нас, мы гордимся вами и стараемся воспитывать своих детей похожими на вас. От всего сердца благодарим вас за все, что вы сделали для страны и для мира, пройдя всю Европу, очищая землю от фашизма.

Уважаемые жители Приволжского федерального округа! Будем достойны наших дедов и отцов, тех, кто ценой своей жизни сохранил нашу Родину!

Праздник Победы навсегда стал днём единения нашего народа, священным Днём памяти! Сделаем всё, чтобы чёрные дни войны навсегда ушли в прошлое. Пусть небо над нами будет мирным, и наша Россия развивается и процветает!

С Днём Победы!

Полномочный представитель Президента РФ в ПФО                         Игорь Комаров

 

 

Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Пирĕн çĕршывăн ывăл-хĕрĕ çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн, пуласлăхшăн хаяр тăшманпа куçа-куçăн тăрса вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Çак пулăм пирĕн асăмăрсенче ĕмĕрлĕхе тăрса юлĕ.

Тăван çĕршыва тăшманран сыхланă, вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăма пулăшнă кашни çынна тав сăмахĕ калатăп. Сирĕн умăрта эпир ĕмĕр-ĕмĕрех парăмра.

Пурсăра та ырлăх-сывлăх, чун лăпкăлăхĕ, ырăлăх, çирĕп кăмăл, шанăçпа пурăнма сунатăп.

РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ             Н.В.Малов

 

 

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем! Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр!

Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх пĕ¬¬летпĕр, çавăнпа та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнман¬лăхĕшĕн пы¬нă паттăрла кĕрешÿре тăшмана парăнтарнă харсăр çынсен çа¬пăçури тата ĕçри паттăрлăхĕ умĕнче пуçа таятпăр.

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи те пысăк. Районти кашни килтен, пурĕ 8 пин ытла вăй питти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна Çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă. Тылри ĕçченсем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.

Ветерансем умĕнче эпир ĕмĕрлĕх парăмра. Вĕсен паттăрлăхĕ пире Тăван çĕршыва, пурнăçа юратма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшать.

Шел пулин те, çĕнтерÿллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн паянхи тивĕç – вĕсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси тата совет çын¬ни¬сен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен калакан чăнлăха тивĕçлĕн сыхласа упрас¬си.

Паянхи кун районта 13 вăрçă участникĕ, вăрçă участникĕсен 72 арăмĕ, 427 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ытларах тимлĕх уйăрар вĕсене, май килнĕ таран пулăшар.

Хаклă ентешсем, вăрçăпа тыл ветеранĕсем! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         И.И.Васильева

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code