Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем – Елчĕк енĕн ячĕ-сумĕ

Пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем – Елчĕк енĕн ячĕ-сумĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче Правительство çуртĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă. Мĕн тери кăмăллă, çак йыша Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн 11-мĕш класĕн вĕренекенĕ Данил Трофимов та кĕме тивĕçлĕ пулнипе ашшĕпе-амăшĕ, вĕрентекенсем – пурте тивĕçлипе мухтанма, савăнма пултараççĕ.

Данил Трофимов – физкультура олимпиадин çĕнтерÿçи. Вăл теори ыйтăвĕсем çине тулли те тĕрĕс хурав панипе пĕр вăхăтрах тĕрлĕ чăрмавсем урлă пурнăçламалли ытти спорт вăййисенче те пысăк ăсталăх кăтартнă. Чи пĕлтерĕшли – вăл Чăваш Республикинчен финал тапхăрĕнчи тупăшăва хутшăннисем хушшинче пĕртен-пĕр çĕнтерÿçĕ пулса тăни.

Ăнăçу хăй тĕллĕн, ăнсăртран – кĕмсĕрт килмест. Паллах, малтан Данилăн, хăйĕн вĕрентекенĕпе Олег Осиповпа олимпиадăна хутшăнма çирĕп тĕв тытнă май, нумай тăрăшма, тар кăларма тивнĕ. Çине тăрса вăй хурсан çитĕнÿ пулатех.

Сăмах май, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи вĕренекенсем юлашки çулсенче тăтăшах Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Виçĕм çул пĕр вĕренекен – çĕнтерÿçĕ, иртнĕ çул – призер, кăçал каллех çĕнтерÿçĕ пулнă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, кăçалах Чăваш Енре пултаруллă ачасене тупса палăртакан регионти центр ĕçлеме пуçламалла. Педагогсем те кунта хăйсен професси ăсталăхне ÿстерме пултарĕç, пултаруллă ачасемпе ĕçлеме хăнăхĕç. Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, малашнехи ĕç-хĕле республикăра çапла йĕркелессе пĕлнĕ пекех, ачасене тĕрлĕрен конкурссемпе тупăшусене хутшăнма хатĕрлекен ятарлă ушкăн туса хунă. Унта шкулти учительсемпе пĕрле Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн преподавателĕсемпе тренерĕсене явăçтарнă.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Михаил Игнатьев вĕренекенсене çĕнĕ çĕнтерÿсем тума ырă сунать. Унпа юнашар – Данил Трофимов çĕнтерÿçĕ тата Олег Осипов вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code