Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!»

«Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!»

тесе калас килет Николай Карлин сăвăç-композитор сăмахĕсемпе мухтавлă ентешĕмĕрсем çинчен. Çак хаклава тивĕçлисем пирĕн тăрăхра çĕршерĕн: производствăн тĕрлĕ сферинче малта пыракансем, артистсем, ÿнерçĕсем, ăсчахсем, спортсменсем, çыравçăсем… Нумайăшне вулакан аван пĕлет, вĕсем çинчен хаçат страницисенче те тăтăшах çыратпăр. Çав вăхăтрах Лащăпа Пăла тата Кĕтне хутлăхĕсенче çуралнă, ытти регионра е çĕршывра тĕпленсе хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе, обществăри активлăхĕпе чапа тухнисене пĕлместпĕр те. Е питĕ сахал вĕсем пирки информаци.

Пирĕн тĕллев – мухтавлă та пархатарлă ентешĕмĕрсен кун-çулĕпе паллаштарасси, вĕсен тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва воспитани парасси, йăла-йĕркесенчи тата культурăри ырă традицисене упраса хăварасси.

Çак ĕçе, хисеплĕ вулакан, эсĕ те хутшăнма пултаратăн. Маттур Елчĕксем çинчен хыпарлани «Пĕлсех кайман паллă ентешсем» проекта пуянлатма çеç пулăшĕччĕ. Редакцие кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code