Коррупципе çыхăннă уголовлă ĕçсен шучĕ пĕлтĕр республикăра, 2017 çулпа танлаштарсан, 58 процент чухлĕ хушăннă пулин те чылай районта çакнашкал ĕçсен йышĕ чакнă.
Иртнĕ çул муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ, 15 депутат, суйлав комиссийĕсен 3 членĕ тĕлĕшпе 52 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ бюджет укçине вăрланипе е патшалăх тата регион программисене пурнăçланă чух унпа тĕллевсĕр усă курнипе çыхăннă.