Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Янрарĕ хут купăс

Янрарĕ хут купăс

Тÿскелти культурăпа кану центрĕнче район шайĕнчи «Янра, хут купăс» II фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта 17 çулчченхи тата 17 çултан аслăрах хут купăс-çăсем ăмăртнă.

Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Хĕрÿ тупăшура Олег Московский, Денис Герасимов, Илья Кузьмин малти вырăнсене йышăннă, ятарлă кубоксене тивĕçнĕ. «Чи лайăх дуэт» номинацире Игорь Дмитриевпа Денис Герасимов çĕнтернĕ.

Иван Шурбин /Елчĕк/, Комсомольски районĕнчен килнĕ хут купăсçăсен ансамблĕ, Петр Макаров /Энтепе/ – иккĕмĕш ушкăнри çĕнтерÿçĕсем. Георгий Зайцев, Вениамин Игнатьев, Александр Матвеев, Сергей Краснов, Виталий Марков, Александр Шляпин тĕрлĕ номинацисенче палăрнă. Тÿскелти культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» коллективпа Патреккелти культура çурчĕ çумĕнчи «Хамăр ял» ансамбль уяв илемĕ пулнă.

Конкурса йĕркелессипе ял старости Дмитрий Судаков пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code