Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл ĕçченĕ – 90 çулта

Тыл ĕçченĕ – 90 çулта

Мучарта пурăнакан Александра Васильевна Семенова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Тыл ĕçченĕ дояркăра тата ытти ĕçре вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 55 çулпа танлашать.

Александра Васильевна Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве кĕрсен Мучар ялне качча тухнă. Мăшăрĕнчен 35 çултах тăлăха тăрса юлнă хĕрарăм 6 ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать вăл. 9 мăнукĕ тата 8 кĕçĕн мăнукĕ – асламăшĕн тата кукамăшĕн куç тулли савăнăçĕ.

Юбилей ячĕпе кинемее тăванĕсем, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code