Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин çуллахи тапхăрпа çыхăннă уйрăмах çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Пушар теми кашни тĕл пулурах çĕкленет те – ыт ахальтен мар. Паянхи кун тĕлне «хĕрлĕ автан» районта 12 хутчен алхасма ĕлкĕрнĕ, çав шутра Лаш Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче – 5 хутчен. Инкексен тĕп сăлтавĕ чылай чухне çынсем хăйсене çăмăлттайла тытнипе, яваплăха туйманнипе çыхăннă. Кил-хуçалăхра электрооборудованипе, сварка е ытти хатĕрпе ĕçлеме пикениччен «çиччĕ виçсе пĕрре касни» вырăнлă пулĕччĕ.
Ачасен çуллахи кану тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавна май çитĕннисен асăрханулăха ÿстерни пушшех кирлĕ. Кунта ачасене хирĕçле чару меслечĕсемпе ĕçе ăнтараймăн. Калăпăр, вĕсене шыва кĕме чарни те тĕрĕс мар. Анчах ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çеç! Кунашкал «пляжсем» ял тăрăхĕсенче паянхи кун тĕлне çирĕплетнĕ. Паллах, унта шыва кĕме юранине пĕлтерекен тата шыва кĕмелли йĕркепе паллаштаракан баннер та, çăлăнăç хатĕрĕсем те пулмалла. Унсăр пуçне шыва кĕме юраман вырăнсене те çырса палăртсан аван. Хут çинче кăна ан юлтăрччĕ çулсерен çĕкленекен çак ыйту.
Çара илмелли çурхи призыв малалла пынă май, çулталăклăх кăна салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнакан мĕскĕнсем халĕ те пурри тĕлĕнтерет. Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем «таркăнсемпе» мĕнле ĕç туса ирттерни çинчен пĕлтерчĕç. Çĕршывăн тĕп саккунĕнче палăртнине кашни сывă арçын пурнăçлама тивĕç, пăрăнса юлни – айăплă ĕçпе танах.
Петр Тремасовпа Николай Петров пай пуçлăхĕсем ял хуçалăхĕнчи тата строительствăри ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕç.
Канашлура ялсене хăтлăх кĕртес ыйтусене те хускатрĕç.