Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Атăл Асамачĕ»

«Атăл Асамачĕ»

Çĕртме уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Атăл Асамачĕ» поэзин иккĕмĕш фестивалĕ иртет.

Мероприятие Раççейре пурăнакан халăхсен культурине упраса хăварас, нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унта Пушкăрт, Коми, Мари, Тутар, Мордва, Кабардин-Балкар, Мордва, Чечня тата Чăваш республикисенчи, Астрахань, Мускав, Тольятти хулисенчи поэтсем хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче те тĕрлĕрен тĕл пулусем, куçару енĕпе ăсталăх класĕсем, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул тата Александр Пушкин çуралнăранпа 220 çул çитнине халалланă литература каçĕсем йĕркелĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code