Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кинофестиваль иртнĕ

Кинофестиваль иртнĕ

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртнĕ эрнере хупăннă.

Кинофестиваль 2008 çултанпа иртет. Кăçал илемлĕ фильмсен конкурс программине 11 картина тăратнă. Регионсенчи этнос сĕмлĕ ĕçсен программине – 17 фильм, çав шутран 5-шĕ – Чăваш Ен кинематографисчĕсен. Вун иккĕмĕш кинофестивалĕн юлашки мероприятине СССР Тĕп телекуравĕн иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулĕсенчи дикторĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Ангелина Вовкпа Чăваш Ен телерадиокомпанийĕн ĕçченĕ Владимир Тимофеев ертсе пынă. Хăна Шупашкара çитсе курма май килнĕшĕн питех те кăмăллă пулнине, хула тирпейлĕхпе тыткăнланине палăртнă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл фестиваль йĕркелÿçисене, унта хутшăннă 90 ытла режиссерпа актера, продюсерпа кинокритика, сценаристпа музыкантсене тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code